Ӑшӑ кунсем пуҫланнӑранпа республикӑра 6 ҫын путса вилнӗ

Чӑваш Енре ҫак кӑтарту хальлӗхе пӗлтӗрхи шайра пулсан, ытти тӑрӑхсенче пӗве-кӳлӗсенче пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ 3 хут нумайланнӑ. Шӑрӑхра ачасем те, аслисем те шыв патне туртӑнаҫҫӗ, анчах хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнманни инкек патне илсе ҫитернине аса илтереҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.

Ирина Николаева, Виктор Степанов, Владимир Синдеев

Шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланнӑранпа, республикӑра 3 ача путса вилнӗ. Ҫак инкексем Елчӗк, Комсомольски тата Муркаш районӗсенче пулнӑ. Хӑрушсӑрлӑх ҫинчен асӑрхаттарни ҫеҫ ҫителӗксӗр пулнине палӑртаҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем, ачасене куҫран вӗҫертмелле мар.

Аслисем те юраман тӗлте шыва кӗнӗрен пурнӑҫран уйрӑлнӑ тӗслӗх сахал мар. Уйрӑмах ӳсӗрле, ишме пӗлмен чух тата ҫӑмӑлттай хӑтланса ӑҫта килне унта чӑмни инкек патне илсе ҫитерет. Чӑваш Енре пӗтӗмпе 13 пляж йӗркене кӗртнӗ. Вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑррипе Куславккара тата Етӗрнере вырнаҫнӑ. Анчах шыва кӗме ирӗк панӑ вырӑнта та тимлӗхе ҫухатмалла мар. Калӑпӑр, Шупашкарти тӗп пляжра пӗр эрнере кӑна путма пуҫланӑ 17 ҫынна ҫӑлнӑ, ҫав шутран ытларахӑшӗ ачасем.

Районсенче те шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсем тума пуҫланӑ. 2 ҫул каялла ялсенче ун пек 14 лаптӑк ҫеҫ йӗркеленӗ пулсан, кӑҫал 117 пӗве-кӳлӗ тӗпне тасатса картасем тытнӑ, пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсене хӑтлӑх кӳрсен, ӗҫпе пиҫӗхнӗ ял ҫынни ӑҫта май килнӗ унта мар, палӑртнӑ вырӑнсене ҫӳреме пуҫлать. Пӗлтӗр ҫулла 18 ҫын пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ. Кашни ҫыран хӗррине ҫӑлавҫӑ тӑратаймӑн, ансат хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнни кӑна инкекрен хӑтарӗ, асӑрхаттараҫҫӗ Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем.