Шупашкарта пӗрремӗш хут купӑс калакансен конкурсӗ иртрӗ

"Выля, хут купӑс". Ҫак ятпа Чӑваш Енре пӗрремӗш хут купӑсҫӑсен фестивалӗ иртрӗ. Унта 100 ытла ӑста хутшӑнчӗ. Наци музыка инструменчӗпе хастар калакансемпе пирӗн корреспондент Елена Дмитриева паллаштарать.

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров

Канаш районӗнчи Владимир Стеклов 6 ҫулта алла купӑс тытнӑ та, ҫавӑнтанпа вӗҫертмен тесен те юрать. Мӗн пӗчӗкрен сцена ҫинче пулнӑскер, тулли кӑмӑлпа кашни уявра илемлӗ кӗвӗ каласа тыткӑнлать. Владимир Георгиевич конкурса тӗплӗн хатӗрленнине пӗлтерчӗ. Вӑл пӗр пултарулӑх тупӑшӑвӗнчен те юлмасть.

Александр Краснов мӗн пӗчӗкрен япӑх курать. Анчах та ҫакӑ ӑна юратнӑ музыка инструменчӗпе калама вӗренме чӑрмантарман. Кӗвӗсене вӑл итлесе ӑша хывма тӑрӑшать, унтан тин купӑспа шӑрантарма вӗренет.

Арҫынсемпе пӗрлех фестивальте хӗрарӑмсене те курма май килчӗ. Канаш районӗнчи Надежда Мартынова баян, пианино, аккорден калама пултарать, анчах та хут купӑс - унӑн чуна чи ҫывӑх музыка инструменчӗ.

"Выля, хут купӑс" фестивальте ҫӗнтерӳҫӗсене уйрӑммӑн тата ушкӑнпа палӑртрӗҫ. Тӳресене чи лайӑххисене суйлама ҫӑмӑл пулмарӗ. Сцена ҫине тухакансем чӑваш халӑх юррисем, такмаксем, ташӑ кӗввисем пӗринчен тепри илемлӗрех янраттарчӗҫ. Конкурса хутшӑнакансенчен чи кӗҫӗнни - Комсомольски районӗнчи 14 ҫулти Павел Биктимиров. Каччӑ ӑсталӑхӗпе аслисенчен пӗрре те кая мар.

Фестиваль Пушкӑртстанран, Иркутск, Самар, Мурманск, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчен тата Чӑваш Енри хуласемпе районсенчен килнӗ хастарсене пӗрлештерчӗ. Куракансем сцена ҫине тухакан кашни артиста тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Ҫапла халӑх музыка инструментне юратнине пӗлтерчӗҫ. Чи пӗлтерӗшли ҫӗнтерни мар, хутшӑнни, терӗҫ ӑстасем. Кунта вӗсем пӗр-пӗринпе паллашни, чунтан купӑс каласа ҫынсене савӑнтарни паха.