Пӗтӗм халӑх умӗнче чысларӗҫ

Республика Кунӗнче Хӗрлӗ тӳремре Чӑваш патшалӑх тата ҫамрӑксен премийӗсен лауреачӗсене чысларӗҫ. Пысӑк чыса камсем тата мӗнле ҫитӗнӳсемшӗн тивӗҫнине Надежда Александрова каласа кӑтартать.

Надежда Александрова, Семен Антонов

Пысӑк ҫитӗнӳ тунисем тӗрлӗ тытӑмра тӑрӑшаҫҫӗ: наукӑпа производствӑра, литературӑпа ӳнерте, вӗренӳре тата ытти те. 2018-мӗш ҫулшӑн литературӑпа искусство облаҫӗнче патшалӑх премийӗн лауреачӗ чӑваш халӑх художникӗ Анатолий Рыбкин пулчӗ. Комисси унӑн "Мой старый дом - земля и люди родной Чувашии" ярӑмри ӗҫсене пысӑк хак панӑ.

Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен облаҫӗнче премие "20-мӗш ӗмӗрти чӑваш литературин историйӗ" 2 пайран тӑракан монографие хатӗрлесе кӑларакансем тивӗҫрӗҫ. Авторсен ушкӑнӗнче 5 ҫын: гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи наука ӗҫченӗсем Надежда Ефремова-Ильина, Ирина Кириллова, Вера Никифорова тата Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗсем Альбина Мышкинапа Виталий Родионов.

Уявра ҫавӑн пекех Ҫамрӑксен патшалӑх премине илме тивӗҫнисене те чысларӗҫ. Пӗтӗмпе - 17 ҫын. Вӗсем наукӑпа техника, вӗренӳпе ҫамрӑксен политики, сывлӑха сыхлас ӗҫ, физкультурӑпа спорт, волонтер юхӑмӗ, патриотла воспитани, тавралӑха сыхласси, журналистика тата ытти тытӑмсенче тӑрӑшаҫҫӗ. Лауреатсен йышӗнче пирӗн ӗҫтеш те пур. Литературӑпа искусство тата культура тытӑмӗнче патшалӑх премине Алексей Енейкина пама йышӑннӑ. "Чӑвашкино" Иван Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнӗ тӗле хатӗрленӗ фильмшӑн. Алексей - сценари авторӗ тата режиссерӗ. Паллах, ҫак ӗҫе вӑл пӗччен туман.

Унсӑр пуҫне Чӑваш Енри виҫӗ культура учрежденине ҫӗнӗ постановкӑсем лартма 2 миллион та 800-шер пин тенкӗлӗх грантсем тивӗҫнине ҫирӗплетекен сертификатсем пачӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе уявӑн тӗп сцени ҫинче "Русь мастеровая" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Гран-прие кӑҫал Ольга Волкова маҫтӑр ҫӗнсе илчӗ.