Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун Чӑваш Енре "Астӑвӑм тӑпри" акци иртрӗ

Совет салтакӗсене Чӑваш Енре йышпа пытарнӑ масар ҫинчен ҫӗр тултарнӑ 21 енчӗке Мускав ҫывӑхне илсе кайма хатӗрленӗ. "Асӑну тӑпри" ҫарпа патриотла акци Раҫҫейри кашни регионта тата ҫӗршыв тулашӗнче иртрӗ. Унта пухнӑ тӑпра Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫул ҫитнӗ тӗле уҫма палӑртнӑ Ҫар вӑйӗсен тӗп чиркӗвӗнче упранӗ.

Шупашкарта акцие хутшӑнакансем салтаксен республикӑри чи пысӑк вил тӑприсенчен пӗринче пуҫтаранчӗҫ.

Ирина Николаева, Екатерина Янгалакова

Июнӗн 22-мӗшӗ тата майӑн 9-мӗшӗ - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗшӗн Юрий Дмитриевич Петровшӑн ҫак кунсенчен пӗлтерӗшли ҫук. Ҫулӗсене пӑхмасӑр фронтран таврӑнайманнисене ятарласа асӑнма килет. 1942-мӗш ҫулта ӑна салтака кайма ят тухнӑ. Хӗвел тухӑҫ тата 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсене лекнӗ, Кениксберга илнӗ ҫӗре хутшӑннӑ. "Ҫӗнтерӗве туптама хамӑра шеллемен. Ҫӗршыва хӳтелесе пуҫ хунисем те тинех канлӗх тупаҫҫӗ", - тет 94-ри ветеран. "Асӑну ывӑҫӗ" акцие хутшӑнакансем Богдан Хмельницки урамӗнчи кивӗ масарта пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта вӑрҫӑ ҫулӗсенче Шупашкарти госпитальсенче сурансене пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ салтаксене пытарнӑ. Палӑк ҫинче 83 ҫын ятне ҫырса хӑварнӑ. Юнашарах тепӗр палӑк - 1988-мӗш ҫулта кунта Шупашкар ҫамрӑкӗ Юрий Колпинский радист канлӗх тупнӑ. 1943-мӗш ҫулта вӑл Баренцево тинӗсӗ хӗрринче паттӑрла пуҫне хунӑ. Шыравҫӑсем ун шӑмми-шаккине тупиччен салтак 45 ҫул хыпарсӑр ҫухалнисен шутӗнче пулнӑ.

Аслисемпе пӗрле ачасем те вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнма пуҫтарӑннӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑва тӑнӑҫ пурнӑҫ парнеленисен шухӑш-кӑмӑлӗпе тата тӗллевӗсемпе паллаштарасси - пирӗн тивӗҫ пулнине палӑртрӗ республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Шупашкарти госпитальсенче сурансене пула пурнӑҫран уйрӑлнисен вил тӑпри ҫинче пӗр ывӑҫ ҫӗре ятарлӑ енчӗке хураҫҫӗ. Кайран ӑна ӗмӗрлӗх упрама гильзӑна вырнаҫтараҫҫӗ.

Республикӑн ытти ял-хулинче те салтак вил тӑприйӗсем ҫинчи ҫӗре енчӗксене ярса хатӗрлерӗҫ. Чӑваш Енри 14 муниципалитетра, ҫав шутра эвакогоспитальсем пулнӑ хуласенче, Улатӑрпа Ҫӗрпӳре тата Ҫӗмӗрлере ҫак акци иртрӗ.

Ҫывӑх кунсенче тӑпра тултарнӑ енчӗксене Мускав ҫывӑхне илсе ҫитерӗҫ. Унта вӗсем тепӗр ҫул хута каякан Ҫар вӑйӗсен тӗп чиркӗвӗн истори комплексӗнче упранӗҫ.