Шупашкар районӗнче ҫамрӑксен форумӗ иртрӗ

Шупашкар районӗнче ҫамрӑксен форумӗ иртрӗ

Чӑваш Републикинчи культура министерстви тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркеленипе "Ясна" этноэкологи комплексӗнче ҫамрӑксен регионсем хушшинчи форумӗ иртрӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтесӗнчен 60-а яхӑн яш-кӗрӗм хутшӑнчӗ.

Марина Карягина, Владимир Карсаков

Ҫамрӑксем музыка инструменчӗсем ӑсталакан Николай Фомирякова пысӑк кӑсӑкланупа итлеҫҫӗ. Ӑста чӑваш халӑхӗн юрӑ-кӗвӗ культури ҫинчен каласа панӑ май пӗрре кавал мӗкӗртет, тепре парапан пантӑртаттарать е шӑхлич калать. Мари Эл, Мордови, Тутарстан, Чулхулапа Чӗмпӗр аслӑ шкулӗсенче вӗренекен тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ хӑшпӗр музыка хатӗрӗ пекки хӑйсен те пуррине асилет, хурӑнташлӑ халӑх ачисем вӗсен ячӗсем пӗрешкел илтӗннине асӑрхаҫҫӗ, инструментсене каласа пӑхаҫҫӗ.

Ульяновскри аграри университетӗнче пӗлӳ пухакан Гулалег Курбанова - туркмен хӗрӗ. Уншӑн кунта кашни утӑмра тӗлӗнмелли тупӑнать. Вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш эрешӗсем ҫыхма вӗреннӗ чухне вӑл вӗсем туркменсенне питӗ ҫывӑххине курса савӑнать, пирӗн тухья пек пуҫ калпакӗ вӗсен те пур иккен - тахйа ятлӑ. Хилола Буранова - узбек хӗрӗ, Йошкар Олара вӗренет. Вӑл та форумра ҫӗннине, кӑсӑклине чылай пӗлнӗ. Анатолий Музыкантов ертсе пыракан "Сувар" ансамбль ачисем ура тупанӗнчен вут кӑларасла ташланипе пурин те чӑваш ташши ташлама вӗренес килсе кайнӑ.

Ҫамрӑксемпе тӗлпулма Шупашкартан хисеплӗ хӑнасем, пысӑк ӑстасем килсех тӑчӗҫ. Константин Яковлев культура министрӗ, Лев Кураков академик, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗ Наталья Баскакова яш-кӗрӗмпе куҫа-куҫӑн калаҫса вӗсене аслӑ тусла пурнӑҫра кирлӗ пулакан сӗнӳсем те пачӗҫ. Станислав Юхтар художникпа курнӑҫни вара яланлӑх асра юлмалӑх усӑллӑ пулчӗ: сӑрӑ ӑсти чӑваш халӑхӗн тӗнчери уйрӑм вырӑнӗ ҫинчен хӑйӗн картинисем урлӑ каласа пачӗ. Форума пуҫтарӑннӑ ҫамрӑксем хӑнасене тата пӗр-пӗрне хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма та вӑхӑт тупрӗҫ.

Кайӑк юрриллӗ вӑрман уҫланкинче пурӑнса, ирхи зарядкӑра ҫанталӑх хӑватне ӑша илсе, ҫалран тин ӑснӑ пӑр пек шывпа чӑпӑл туса интернет тӗнчин тулашӗнчи чӑн пурнӑҫ техӗмне туйнӑ ҫамрӑксем чӑваш халӑхӗн историйӗ, йӑли-йӗркипе тӗнчекурӑмӗ ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлме ӗлкӗрчӗҫ. Этноэкологи комплексӗн ҫаранӗ ҫинче 77 тӗрлӗ сиплӗ курӑк, 30 ытла тӗрлӗ йывӑҫ ӳсет-мӗн. Чи сумли - авалхи пӑлхар йӑхӗнчен тухнӑ чӑвашсем ӗмӗртен хисепленӗ юман. Тем те курса тӳснӗ йывӑҫ 400 ҫула яхӑн ӳсет. Ӑна ытамлас тесен улттӑн тӑрса хӑлаҫламалла. Наци кухни, асанне сунтӑхӗ, ӗлӗк пирӗн асатте-асаннесем кулленхи пурнӑҫра усӑ курнӑ ӗҫ хатӗрӗсем - ҫӗнӗ ӑрушӑн пурте интереслӗ. Курса, тытса пӑхнисӗр пуҫне ӑсталама вӗрентекенсем те пурри темрен паха.
Этноэкологи комплексӗнче ӗҫлекенсем ҫамрӑксен аллейи лартса ӳстерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӗрремӗш хунава форума килнӗ пулас мӑшӑр лартрӗ. Туркмен каччипе хӗрӗ ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫе чӑваш тумӗ тӑхӑнса тума кӑмӑл турӗҫ.