Хӗрлӗ Тӳремре Акатуй кӗрлерӗ

Авалтан пыракан ҫӗр ӗҫченӗсен уявӗ 7-мӗш хут тӗрлӗ регионта тӗпленнӗ чӑвашсене Шупашкара пуҫтарчӗ. Унта камсем хутшӑннине тата хӑнасене мӗнпе сӑйланине манӑн ӗҫтеш Елена Дмитриева каласа кӑтартать.

Елена Дмитриева, Виктор Степанов


Мӗн ӗлӗкрен чӑвашсем ака-суха вӗҫленсен Акатуйра савӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа халӑх ҫӗр ӗҫне хисепленине, ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланнине палӑртнӑ. Республикӑна юрӑ-ташӑ тата спорт уявне Раҫҫейри 16 регионтан 23 пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ - пӗтӗмпе 300-е яхӑн ҫын. Акатуй чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе уҫӑлчӗ: пуҫтарӑннисем вӑйӑ картине тӑчӗҫ, Алран кайми юрра шӑрантарчӗҫ. Сцена ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ - ташларӗҫ, юрларӗҫ, такмаксем каласа савӑнтарчӗҫ. Уйрӑмах ҫак уява республика тулашӗнче пурӑнакан ентешсем кӗтеҫҫӗ.
Сӑмах май, ентешсем тӗрлӗ регионсенче чӑвашлӑха аталантарас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш халӑхӗ хӑнасене яланах тарават кӗтсе илнӗ. Хальхинче Акатуя пуҫтарӑннисене хуплупа сӑйларӗҫ. Кукӑле кӗнеке евӗр хатӗрленӗ, вӑл 300 кило йывӑрӑш, тӑршшӗ - 30 метр. Ӑна пӗҫерме темиҫе кун кирлӗ пулнӑ. Наци апат-ҫимӗҫне кашни ас тивсе пӑхма пултарчӗ.

Тӑван халӑх йӑли-йӗркине манӑҫа кӑларас мар, ҫамрӑк ӑрӑва чӑвашсен пуян культурипе паллаштарас тесе ҫак уява ҫулран ҫул анлӑ ирттереҫҫӗ. Акатуя пуҫтарӑннӑ ушкӑнсен ертӳҫисем ҫак хӑюсене пӗрле ҫыхса хӑварчӗҫ. Ҫапла майпа малашне те тӑван чӗлхене упрассине, хӑйсен тӑрӑхӗсенче чӑвашлӑха аталантарассине ҫирӗплетрӗҫ.