Водительсене вӑхӑтлӑх чӑрмава ӑнланма ыйтаҫҫӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӗп хулари Электроаппаратчиксен бульварне юсама пуҫлаҫҫӗ. Ҫакна машинпа ҫӳрекенсем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫула мӗнле улшӑнусем кӗтни ҫинчен тата Сӑкӑт кӗперӗнчи юсав пирки пирӗн сюжетра.

Алексей Енейкин, Оксана Замятина, Никита Углев

Ҫак 6 метр ҫурӑ сарлакӑш шӑтӑк-путӑк ҫулпа хальлӗхе машинсем асӑрханса кӑна ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫех кунта юсав пулать тесен водительсем савӑннипе "Нивушлӗ!"- теҫҫӗ. Тахҫанах йӗркерен тухнӑ ансӑр асфальта "Дорэкс" пӗрлешӳ юсама пуҫлать.

Электроаппаратчиксен урамне йӗркене кӗртме "Хӑрушлӑхсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем" наци программипе килӗшӳллӗн 48 миллион та 500 пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Проект тӑрӑх ҫулпа пӗрлех шыв юххисемпе ҫутӑ хатӗрӗсене, светофорсене ҫӗнетеҫҫӗ. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗччен пӗтерме палӑртнӑ.

Шупашкарти Сӑкӑт кӗперӗ ҫинче те пысӑк юсав пырать. Унӑн пӗр енче халӗ строительсем кану кунне пӗлмесӗр талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Кӑнтӑрла 32, ҫӗрле 12 ҫын тӑрӑшать. Халӗ строительсем кӗперӗн тӗрев юписене ҫӗннисемпе улӑштараҫҫӗ. Кунта, паллах, йывӑрлӑхсем те пур.

Бетон каҫӑва юсама 181 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫсем мӗнле пулса пынине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑй асӑрхаса тӑрать. Водительсене вӑхӑтлӑх чӑрмава ӑнланма ыйтать. Сӑкӑт кӗперне ҫурла уйӑхӗнче - Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ уяв тӗлне уҫма палӑртнӑ.