Тӗп хулари Лакрей вӑрманӗнче юсав пырать

10 ҫул ытла парка пырса кӗнӗ лаптӑк усламҫӑсен аллинче пулнӑ. Унта вӗсем чуччусем пӗчӗк кафесем вырнаҫтарнӑ. Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле кану вырӑнне йӗркене кӗртме шутланӑ.

Елена Дмитриева, Никита Углев

Канаш районӗнчи Павловсен ҫемьи канмалли кунсенче Лакрей вӑрманне тӑтӑшах килсе ҫӳрет. Кунта ачасем тӗрлӗ чуччупа ярӑнма юратаҫҫӗ, уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. Парк самай ҫӗнелнине Павловсем тӳрех асӑрханӑ.

Юсав паркра ака уйӑхӗнчех пуҫланнӑ. Чи малтан кӗмелли лаптӑка асфальт сарнӑ, стенасене ҫирӗплетнӗ. Халӗ специалистсем кану вырӑнне тирпей-илем кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра Лакрей вӑрманӗнче йывӑҫ тенкелсем, ҫӳп-ҫап савӑчӗсем тата ытти арт-объектсем вырнаҫтармалла. Проекта 60-мӗш ҫулсенчи паркӑн сӑн-сӑпатне тӗпе хурса хатӗрленӗ. "Сӑмахран, ҫак чечек йӑранӗсене пирӗн асаннесемпе асаттесем те астумалла. Халӗ вӗсене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелетпӗр", тет парк директорӗ Игорь Ивонтьев. Ҫавӑн пекех кунтах ҫӗнӗ арка пулать. Подрядчиксем ӗҫе графикпе килӗшӳллӗн туса пыраҫҫӗ.

Лакрей вӑрманӗ ырӑ енне улшӑнса пынипе кунта килсе ҫӳрекенсем питӗ хӗпӗртеҫҫӗ.

Юсава утӑ уйӑхӗн 20-мӗшчен туса пӗтерме палӑртнӑ. Пӗтӗмпе 14 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тумалла. Парка ҫӗнетме хула хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ тата тепӗр 4 миллионне Лакрей вӑрманӗ хывнӑ.