Паян – Чăваш Енĕн тĕп уявĕ

Республика Кунне 1995-мĕш çулта Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалласа çирĕплетнĕ. 2000-мĕш çултанпа çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ - патшалăх уявĕ. Вӑл хальччен халăх асĕнче мĕнпе асра юлма пултарни пирки – сюжетра.

Екатерина Фомина, Никита Углёв, Вадим Владимиров

Çуралнă кунĕ тĕлне республика çултан – çул чиперленсе пырать, сахал мар парне йышăнать. Кĕрекере савăнма аякра пурăнакан йăхташăмăрсем, сумлă хăнасем килеççĕ. Тĕрлĕ объект хута ярасси те йăлана кĕнĕ. Сăмахран, Хĕрлĕ Тÿремри Наци музейĕн çĕнĕ çуртне шăпах уяв кунĕ, 2005 –мĕш çулта уçнă.

Капмар кермене хута яма ун чухне Культурăпа кинематографин федераци агентствин ертÿçи пулнă Михаил Швыдкой килнĕ. „Кунти халăх питĕ тарават, ырă кăмăллă пулнине, вăл хăйĕн историйĕпе мăнаçланма пĕлнине палăртнă вăл. Çак çул çĕмĕрлесемшĕн те палăрса юлнă. Унта çĕнĕ чукун çул вокзалне уçнă. Каярах çакнашкал парнене улатăрсем, вăрнарсем тивĕçнĕ. Шуршăлта вара Икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Николаев лётчик-космонавт вил тăприйĕ çине часовня лартнă, Шупашкарта амăшĕпе ачасене хÿтĕлекен Президент перинаталь центрĕн черетлĕ çуртне ĕçе кĕртнĕ, тĕнчипе паллă Леонид Рошаль тухтăр ăна пысăк хак панă.

Иртнĕ çирĕм çулта çакнашкал пĕлтерĕшлĕ ĕç Чăваш Енре сахал мар тунă. Тĕрлĕ çулта физкультурăпа спорт керменĕсем, тĕслĕхлĕ библиотекăсем, ача сачĕсем, шкулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, пурăнмалли çуртсем, ача-пăча лаптăкĕсем уçнă, çул сарнă, газ кĕртнĕ. Уява Шупашкарпа пĕрлех пĕр-пĕр районта ирттерни те курăмлă. Хăтлăх кĕртме муниципалитета бюджетран ятарласа грант уйăраççĕ.

Юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем яланах илем кÿнĕ Республика кунне. „Раççей çăлкуçĕсем“ фестиваль хăйех мĕне тăрать. Маларах ăна „Родники Поволжья“ ятпа ирттернĕ.

14 сехет çурăра Хĕрлĕ Тÿреме Пĕтĕм чăвашсен акатуйне хутшăнакансем йышăнĕç. Тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан йăхташăмăрсем пĕр вăйă картине тăрĕç. Кăçал купăс калакансен ăсталахĕпе киленме, хуплу ас тивсе пăхма пулать. 300 кило йывăрăш кукăльпе акатуя пухăннисене пурне те сăйлĕç. Çуралнă кун ячĕпе паян 22 сехет çурăра салют пулĕ. Ăна фейерверксен фестивальне хутшăнакан пиротехника компанийĕсем кăтартĕç. Республика кунĕ кашниех хăй кăмăлланă ĕç-пуçа хутшăнма пултарать.

1920-мĕш çул республика кун-çулĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Наци патшалăхĕ чăмăртанса тăван халăх культурипе чĕлхе аталанма пуçланă. Çитес çул унтанпа 100 çул çитет. Эппин, уява тата сумлăрах, пысăкрах çитĕнÿсемпе кĕтсе илессе шанатпăр.