Авалтан пыракан уява ӳсекен ӑрӑва явӑҫтараҫҫӗ

Шупашкарта 7-мӗш хут ача-пӑча Акатуйӗ республикӑри чи хастар ҫамрӑксене пуҫтарчӗ. Уяв Андриян Николаев ячӗллӗ паркра иртрӗ.

Елена Дмитриева, Семен Антонов

Малтанах уява килнӗ ушкӑнсем пӗрле Николаев паркӗн тӗп ҫулӗпе утса тухрӗҫ. Ача-пӑча Акатуйӗ кӑҫал тӗлӗнмелле нумай хӑна пуҫтарнӑ. Пӗрремӗш хут Муркаш, Елчӗк, Элӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсем фестивале ҫитнӗ. Чӑвашсен ӗлӗкхи уявне пӗтӗмпе 300-е яхӑн ҫамрӑк хутшӑнчӗ.

Яш-кӗрӗм валли тӗрлӗ лаптӑк йӗркеленӗ. Каччӑсемпе хӗрсем вӑйӑсене хаваспах хутшӑнчӗҫ. Йӗкӗтсем "Чӑваш паттӑрӗ" конкурсра тупӑшрӗҫ. Чи кӑсӑклисенчен пӗри вара "Ача-пӑча ҫӗршывӗ" этно-квест пулчӗ.

Уява пуҫтарӑннӑ ачасем чӑвашсен йӑли-йӗркипе те тӗплӗнрех паллашма пултарчӗҫ. Вӗсем валли паркра тӗрлӗ курав йӗркеленӗ. Сӑмахран, ҫак лаптӑкра каччӑсемпе хӗрсем пӗрле пир хатӗрлеме пултарчӗҫ. Шупашкарти Лидия Константинова маҫтӑр ачасене хӑй ӑсталанӑ масмаксемпе, тухьясемпе, хушпусемпе, мӑй ҫиххисемпе тата чӑвашсен ытти илемлӗ ҫи-пуҫӗпе паллаштарчӗ.

Акатуя ачасем темиҫе эрне хатӗрленнӗ. Хӑйсен пултарулӑхне вӗсем сцена ҫинче туллин кӑтартма тӑрӑшрӗҫ. Пӗрисем юрларӗҫ, теприсем ташларӗҫ, виҫҫӗмӗшсем сӑвӑсем илемлӗ вуларӗҫ. Чи лайӑххисене тӳресем палӑртрӗҫ.
Ҫамрӑк ӑрӑва авалтан пыракан уява явӑҫтарни, чӑвашсен мӗн ӗлӗкрен упранса пынӑ йӑли-йӗркине вӗрентни, паллах, питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Тепӗр ҫулне ача-пӑча Акатуйне Хӗрлӗ тӳремре ирттерме палӑртаҫҫӗ. Уява ытти регионсем те хастар хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.