Шупашкарти 9 ҫулти хӗр ачана ыркӑмӑллӑ ҫынсен пулӑшӑвӗ кирлӗ

Пирӗн телерадиокомпани "Русфондпа" пӗрле пуҫарнӑ ыркӑмӑллӑх акцийӗ малалла пырать. Хальхинче Шупашкарти 9 ҫулти Дарья Кудряшована пулӑшу кирлӗ. Хӗрача шалкӑм ҫапнипе аптрать. Ӑна Мускаври медицина технологийӗсен интститутӗнче сиплеме хатӗр. Анчах та ҫакӑн валли ҫемьен укҫа ҫитмест. Кудряшовсем ырӑ кӑмӑллӑ телекуравҫӑсене шанаҫҫӗ.

Вероника Павлова, Виктор Степанов

Даша утӑм хыҫҫӑн утӑм пӗчӗк ҫитӗнӳ тӑвать. Паллах, амӑшӗ пулӑшса пынипе. Ӑна хӑй тӗллӗн хусканусем тума питӗ йывӑр.

Даша амӑшӗн сӑмахӗпе, тӗрлӗ клиникӑра сипленнӗ хыҫҫӑн, хӗр пӗрчи хӑйне самай лайӑхрах туять. Анчах та ҫакӑ ҫителӗксӗр. Хальлехе килӗнче хӑнӑхтарусем туса сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ.

Дашан пӗр алли ҫеҫ итлет. Ҫавӑнпа та вӑл нумай япала тӑваймасть. Ҫапах та компьютерпа пичетлеме пултарать. Тӑрӑшулӑхне пула шкулта та ҫитӗнӳсем тӑвать. Ытларах математика юратать. Сӑвӑ та нумай пӗлет.
Хӗр пӗрчин пулӗмӗнче юратнӑ пуканисемпе пӗрле кубок та чылай. Даша нумай япалапа кӑсӑкланать. Ҫуллахи кунсене килӗнче ирттерме ҫеҫ юратмасть. Урамра уҫӑлма, велосипедпа ярӑнма кӑмӑллать.

Халӗ Даша хӑйне япӑхрах туять. Пуҫ ыратни те кансӗрлет. Ӑна Мускаври медицина технологийӗсен институтӗнче йышӑнма хатӗр. Унта сипленме 199 430 тенкӗ кирлӗ. Ун чухлӗ укҫа Кудряшовсен ҫук. Амӑшӗ хӗрне пӗчченех ӳстерет. "Русфонд" сайт тата "Коммерсант" хаҫат вулаканӗсем 166 430 тенкӗ пуҫтарӗҫ. Тата 33 пин кирлӗ. Дашӑна пулӑшас тесен 5542 номер ҫине "ДЕТИ" сӑмах ямалла. Пӗр смс хакӗ - 75 тенкӗ. Айфон тата Андроид йышши телефонсен хуҫисем ятарлӑ хушӑм урлӑ укҫа куҫарса пама пултараҫҫӗ. Пулӑшмалли ытти мел пирки "Русфонд" сайтӗнче тӗплӗн ҫырнӑ. Даша кашни куна йӑл кулӑпа пуҫлать. Вӑл хӑй тӗллӗн утма питӗ ӗмӗтленет. Ҫакӑ пурнӑҫланасса чун-чӗререн шанать.