Ӗнесем кунта массажа ҫӳреҫҫӗ

Пӗр ӗнерен ҫулталӑкне вӑтамран 30 пӑру илме пулать. Шупашкар районĕнчи хуҫалӑх ăратлă выльăх йышне ÿстерес тӗллевпе эмбриологи центрĕ хута янă. Ӗнесене пӗтӗлентермелли ҫак меслетпе республикӑра халиччен усӑ курман. Вӑл мӗнпе паха пулнине Екатерина Фомина тӗпчерӗ.

Екатерина Фомина, Владимир Синдеев

«Атлашевский» хуçалăхра ĕнесен пурнăçĕ канлĕ те тулăх. Выльăх умĕнчен апат татăлмасть, хăй тĕллĕн куçса çÿрекен ăслă техника çакна асăрхасах тăрать. Витере çутă, таса, сывлăш уçă. Ĕнесем массажа та çÿреççĕ.

Сĕт лайăх антарасси вĕсене мĕнле пăхнинчен килет, - теççĕ хуçалăхра. Талăкне халĕ пĕр ĕнерен 26 литр сăваççĕ. Ăрат тасалăхĕ, тухăçлăхĕ те пĕлтерĕшлĕ. Кăçал çуркунне кунта эмбрион трансплантацийĕпе ĕçлекен центр йĕркеленĕ. Лаборатори валли мĕн кирлине туяннă, Хусантан биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсене Викторпа Любовь МадисОнсене чĕнсе илнĕ.

Эмбрион трансплантацине пирĕн çĕршывра ăсчахсем 40 çул каяллах усă курма пуçланă. Анчах ку меслет анлă сарăлайман. Раççейре халӗ çавнашкал 10 центр ĕçлет. Пĕтĕлентермелли выльăха тĕплĕ суйлаççĕ. Ăратлă, сывă, сĕт нумай параканни пулмалла вăл. Хуҫалӑхра ҫавнашкал кӗтӗве пуҫтарнӑ. Вӗсен варĕнче аталаннă эмбрионсене пĕчĕкрех тухăçлă ĕнесене куçарса лартаҫҫӗ е шӑнтса хума та юрать. Ку кăткăс, тăкаклă ĕç, çав вăхăтрах ун малашлăхĕ пысăк. Ҫулталӑкне пӗр ӗнерен пӗр е икӗ пӑру мар, вӑтамран 30 илме пулать. Ҫапла майпа виçĕ çулта ăратлă выльăх йышне хуҫалӑхсем тĕпрен улăштараяҫҫӗ.

Эмбрион трансплантацийĕпе те анлă усă курма пуçласса шанаççĕ "Атлашевский" кооперативра. Республикăри ытти хуçалăхсене те кунта пулӑшма хатӗр.