Республика Кунӗн ӗҫ-пуҫне пур хулапа района тата ытларах ҫынна явӑҫтарасшӑн

Республикӑмӑрӑн чи чаплӑ уявӗ ҫывхарать. Яланхи пекех вӑл савӑнӑҫлӑ та пӗлтерӗшлӗ пулӗ. Хальхинче ӑна пысӑк юбилейсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ: Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитессине тата шурӑ Шупашкарӑмӑр 550 ҫул тултарнине. Кун пирки Наци библиотекинче Культура министерстви ирттернӗ пресс-конференцинче тӗплӗн каласа кӑтартрӗҫ.

Александр Осипов, Никита Углёв

Культура министрӗ Константин Яковлев кӑҫалхи уява ҫӗнӗлӗхсем нумай кӗртни пирки тата вӗсене Раҫҫей шайӗнче иртекен фестивальсемпе ҫыхӑнтарнипе ӗҫ кӑткӑсланни ҫинчен палӑртрӗ. Ытти ҫулта кун йӗркинче экономика енӗпе пулакан тӗлпулусемпе куравсем пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Хальхинче вӗсене ытларах культурӑпа ҫыхӑнтарса ирттерес теҫҫӗ. Чи малтан Мускав хӑнисем "Бизнеса культура мӗн тума кирлӗ?" темӑпа форум йӗркелеҫҫӗ. Яланхи пекех "Регионсем - чикӗсене пӑхмасӑр килӗштерсе ӗҫлесси" ятлӑ курав пулать. Хӗрлӗ тӳремре сывлӑха тӗрӗслес тӗллевпе тухтӑрсем йышӑнусемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Вӗсем, паллах, тӳлевсӗр пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне "Опора России" пӗрлешӳ пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарас енӗпе форум йӗркелесе Раҫҫейри усламҫӑсене пухать. Концертсемпе куравсем ҫинчен министр тӗплӗн калаҫрӗ. "Кӑҫалхи уявсем пурте "Театр ҫулталӑкӗпе" ҫыхӑннӑ. Вӗсене хамӑр хастар хутшӑнсан кӑна ӑнӑҫлӑ ирттерме пултарӑпӑр", - терӗ.

Хӑнасем йышлӑ - Раҫҫейри 42 регионтан ҫитеҫҫӗ, ҫавӑн пекех Пӑлхарпа Беларуҫрен тата Кӑркӑсстан ҫӗршывӗсенчен. Кӑҫалхи чи пысӑк ҫӗнӗлӗх - концертсем республикӑн пур районӗнче пулаҫҫӗ. Вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль хӑнисем - вӗсен йышӗ 6 пин артистран та иртет - пайланса Чӑваш Енӗн кашни кӗтесне ҫитӗҫ. Сӑмахран, Ҫӗрпӳре - пӑлхарсем, Муркашра - оренбургсем. Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре вара ҫак вӑхӑтра пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раҫҫейри "Легенды. Сказки. Предания" ятпа ача-пӑча фольклорӗн уҫӑ фестивалӗ иртет. Яланхи пекех ал-ӗҫ ӑстисен "Русь мастеровая" конкурсӗ те пулать. Хальхинче ӑна вырсарникун Сӗнтӗрвӑрринче уҫаҫҫӗ. Унта кайса курмашкӑн кӑмӑллакансем валли тӳлевсӗр автобуссем те хатӗрленӗ. 11 сехетре вӗсем Оперӑпа балет театрӗпе Трактор тӑвакансен керменӗ умӗнчен тапранаҫҫӗ.

Уява йӗркелекенсем хуплупа тата тепӗр виҫӗ тӗлӗнтермӗшпе Гиннес кӗнекине кӗме хатӗрленеҫҫӗ. Пин те пилӗкҫӗр ҫынран тӑракан хор Анне палӑкӗ умӗнче тунтикун ҫӗртмен 24-мӗшӗнче концерт кӑтартать. Каҫхине икӗ кунӗнче те музыка кӑмӑллакансене чӑваш тата Раҫҫей эстрада артисчӗсем савӑнтарӗҫ. Тепӗр тӗлӗнтермӗш: Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре фольклор паркӗ уҫаҫҫӗ. Ун валли ятарласа 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унта чӑваш, вырӑс тата мордва халӑхӗн ушкӑнӗсем пулӗҫ. Курса савӑнмалли - нумай, кун - ҫулталӑкӗпе чи вӑрӑмми, ҫанталӑк та хамӑр майлӑ.