Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансем вӗри шывсӑр нушаланаҫҫӗ

Сӗнтӗрвӑрринче больницӑсемпе нумай хваттерлӗ ҫуртсенче ӑшӑ памалли тапхӑр вӗҫленнипе пӗрлех вӗри шыв та ҫухалать. 50 ҫула яхӑн хулари ҫак коммуналлӑ тытӑмсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ. Лару-тӑрупа кӑмӑлсӑр ҫынсем прокуратурӑна тата республикӑри монополие хирӗҫ кӗрешекен службӑна ҫитнӗ. Теплӗнрех - пирӗн сюжетра.

Елена Дмитриева, Мария Никифорова, Михаил Солин

Ольга Дмитриевана чашӑк-кашӑк ҫума пӗрре те ансат мар. Малтанах бойлер ҫутса шыв ӑшӑнасса кӗтмелле. Кайран вара укҫа кӑштах та пулин перекетлес тесе хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫумалла. Душра та, салтакри пекех, васкаса ҫӑвӑнатпӑр теҫҫӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑру Сӗнтӗрвӑрринче 1992-мӗш ҫултанпа.

Ҫав вӑхӑтрах ҫурт-йӗре пӑхса тӑракансем тариф службине пулӑшу ӗҫӗсен хакне ҫӗнӗрен шутлаттарма пӗрре те пыман. Республикӑри монополие хирӗҫ кӗрешекен службӑра предприятие ҫынсене вӗри шывпа ҫулталӑкӗпех тивӗҫтерме ятарлӑ инвестици программи хатӗрлеме хушнӑ. Анчах та ҫакна судра ырламан. Йӗрке тӑрӑх, кранран 65 градусран сивӗрех шыв юхмалла мар. Енчен те температура ҫак кӑтартуран пӗчӗкрех пулсан, ҫынсем прокуратурӑна ҫӑхавпа пыма пултараҫҫӗ. Яваплӑ органсем ахаль те ку ҫивӗч ыйтӑва тӗпчесе вырӑнти администрацине хирӗҫ суда панӑ. Район прокурорӗн ҫумӗ Владимир Соловьев каланӑ тӑрӑх, ҫурта пӑхса тӑракан компанисен ҫулталӑкӗпех вӗри шывпа тивӗҫтермелле. Влаҫсем вара ӑшӑ тытӑмне улӑштарас вырӑнне кашни ҫурт ҫумӗнче котельнӑй тума йышӑннӑ.

Проекта ырласан котельнӑйсене 2020-мӗш ҫулта тума пуҫламалла. Ҫапла кӑна сӗнтӗрвӑррисен хваттерӗсенче тинех вӗри шыв пулӗ.