Раҫҫей рекорчӗ ҫӗнелчӗ

Республикӑри хӑвӑрт утакансем Раҫҫейре чи вӑйлисенчен пӗрисем пулнине ҫирӗплетрӗҫ. Шупашкарта иртнӗ первенствӑра тата чемпионатра Чӑваш Ен атлечӗсен ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Кил хуҫисенчен камсем палӑрма пултарчӗҫ? Кун пирки тӗплӗнрех сюжетра.

Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин

Хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионатне йӑлана кӗнӗ йӗркепе марафон дистанцине - 50 ҫухрӑма парӑнтаракансем уҫрӗҫ. Старта 27 ҫын тухрӗ. Иккӗмӗш ҫул арҫынсемпе хӗрарӑмсем пӗрлех ӑмӑртаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче пӗлтӗр ҫак дисциплинӑрах чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ Клавдия Афанасьева пулчӗ. Етӗрне районӗнчи Килтӗшре ҫуралса ӳснӗ атлет 32-мӗш номерпе. Вӑл пуҫламӑшӗнчех ҫӗнтерес тӗллевлӗ пулнине палӑртрӗ. 10 ҫухрӑм иртнӗ тӗле Клавдия иккӗмӗш пыракан Маргарита Никифорована пӗр минут ҫурӑ хыҫа хӑварчӗ. Малашне те никама та ҫывӑхне ямарӗ, тӗнчери чи лайӑх вӑхӑт кӑтартас тесе тӑрӑшрӗ. Ун авторӗ ку таранччен 2016-мӗш ҫулти Олимп вӑййисен чемпионӗ Лю Хун пулнӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл 50 ҫухрӑма 4 сехетрен хӑвӑртрах утса тухнӑ. Чӑваш атлечӗ вара финиша 3 сехет те 57 минут та 8 ҫеккунтра ҫитрӗ. Ку вӑл Китай спортсменӗнчен 2 минут хӑвӑртрах. Ҫакӑ Раҫҫей рекорчӗ пулать.

Хӗрарӑмсенчен 50 ҫухрӑма утса Чӑваш Ен спортсменӗсенчен ҫавӑн пекех Надежда Мокеева палӑрчӗ. СССР тата Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗн Михаил Кузнецовӑн вӗренекенӗ бронза медаль ҫӗнсе илчӗ. Пирӗн арҫынсенчен Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Николай Сергеев пьедестал ҫине хӑпарма пултарчӗ. Вӑл финиша иккӗмӗш ҫитрӗ, тӗнче класлӑ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫларӗ.

Пӗтӗмпе икӗ кунра медальсен 12 пуххине выляттарчӗҫ. Ушкӑнпа Мордва команди пӗрремӗш, иккӗмӗш — Чӑваш Республики, Челябинск облаҫӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.