Хулара, ялта е тинӗс хӗрринче

Ачасем каникула ӑҫта ирттереҫҫӗ? Аслисем вӗсен пушӑ вӑхӑтне мӗнле йӗркелеҫҫӗ? Ку ыйтусем кашни ҫуллах ҫивӗч тӑраҫҫӗ. Весемпе пирӗн корреспондент Елена Дмитриева та кӑсӑкланчӗ.

Елена Дмитриева, Виктор Степанов

Ҫакӑн пек ӑшӑ ҫанталӑкра кунӗпех урамра ирттерме хатӗр, теҫҫӗ ача амӑшӗсем. Парксемпе, кану вырӑнӗсенче пӗчӗккисем валли темӗн те пур: чуччусем, атракционсем, волейболла, футболла вылямалли лаптӑксем. Шел пулин те, ӗҫлекен ашшӗ-амӑшӗ кунӗпе ачисемпе уҫӑлса ҫӳреймест. Ҫакӑн пек чухне аслашшӗсемпе асламӑшӗсем мӑнукӗсемпе вӑхӑта ирттереҫҫӗ.

Ҫуллахи каникула хула тулашӗнчи тата шкул ҫумӗнчи лагерьсенче ирттерекен те йышлӑ.

Пӗтӗмпе республикӑра 18 лагерь ӗҫлет. Вӗсенче пӗрремӗш сменӑра 4 пин ытла ача сывлӑхне ҫирӗплетет. Чӑваш Енре 5-мӗш ҫул профиллӗ сменӑсем йӗркелеҫҫӗ. Сӑмахран, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак уйӑхра пулас журналистсем, сывлӑх сыхлавӗпе кӑсӑкланакансем, ӳнерҫӗсем каннипе пӗрлех хӑйсен ӑсталӑхне туптаҫҫӗ, паллӑ ҫынсемпе тӗл пулаҫҫӗ, мастер-классене хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 16 профиллӗ сменӑра пине яхӑн ҫын канать. Ҫавӑн пекех республикӑра шкул тата социаллӑ центрсем ҫумӗнчи лагерьсем пур. Унта ачасем ир пуҫласа каҫчен пурӑнаҫҫӗ. Кун йӗрки питӗ пуян. Ачасем хӑйсен пултарулӑхне аталантараҫҫӗ, тӗрлӗ конкурспа ӑмӑртӑва хутшӑнаҫҫӗ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли "Телейлӗ ачасем пурӑнакан хула" ятпа Шупашкарта 9 центр йӗркеленӗ. Вӗсем кунта выляма пултараҫҫӗ, музейсенче пулса кураҫҫӗ, ҫавӑн пекех воспитательсене пулӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫемьесем тӗпренчӗкӗсене ҫуллахи вӑхӑта яла пурӑнма яраҫҫӗ.

Ҫулталӑкӗпе тӑрӑшса вӗреннӗ ачасемшӗн каникула уҫӑ сывлӑшра, тинӗс хӗрринче е ялта ирттерни питӗ усӑллӑ. Ҫакӑнпа пӗрлех ҫуллахи хӗрӳ тапхӑрта аслисен ачасене хӑрушсӑрлӑх пирки асӑрхаттарсах тӑмалла.