Сӗт туса илекенсен пӗрлешӗвӗн канашлӑвӗнче мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне ӳстермелли майсене сӳтсе яврӗҫ

Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансемшӗн ҫуллахи хӗрӳ тапхӑр пуҫланчӗ. Уйсенче курӑк ҫулаҫҫӗ, выльӑх валли утӑ хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ялти уйрӑм хуҫалӑхсенче ӗне шучӗ чакса пырать. Ҫакӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ тата хресчене мӗнле пулӑшу памалла? Кун пирки республикӑри сӗт туса илекенсен пӗрлешӗвӗн ларӑвӗнче калаҫрӗҫ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Шел пулин те, республикӑра ӗне шучӗ сахаллансах пырать. Иртнӗ ҫулталӑкра кӑна ҫак кӑтарту 2 процент ҫурӑна яхӑн чакнӑ. Ҫавна май сӗт те сахалрах сунӑ. Ӗне шучӗ пуринчен ытла Куславкка, Ҫӗмӗрле тата Вӑрмар районӗсенче сахалланнӑ. Халӑхшӑн выльӑх тытасси тӑкаклӑ. Сӗт хакӗ те ытлашши савӑнтармасть. Ҫавах та, иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан вӑл палӑрмаллах хакланнӑ. Сӗт-ҫу тирпейлекен предприятисем пӗр кило сӗте вӑтамран 21 тенкӗ те 91 пуспа туянаҫҫӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 31 % ытларах. Ял хуҫалӑх министерстви вырӑнти ертӳҫӗсен умне выльӑх шутне ӳстерме тӗллев лартать. Кӑҫал кӑна хресчене пулӑшмалли 2 ҫӗнӗ программа пурнӑҫа кӗрет.

"Сӗт туса илекенсен союзӗн" ларӑвӗнче патшалӑх пулӑшӑвӗ фермер ӗҫне пуҫӑнас текен кашни ҫыншӑн усӑллӑ пулмаллине палӑртрӗҫ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессинче чи йывӑрри алӑ ҫавӑрса ярасси.

Чӑваш Енре халӗ 207 пин ытларах мӑйракаллӑ шултра выльӑх шута илнӗ. Ку вӑл, паллах, нумай мар. Ӗне шучӗ сахалланать пулин те, сӑвӑм майӗпен ӳссе пырать. Республикӑра ҫулталӑкра 10 пин тонна сӗт антаракан ӗнесем те пур. Кунта ҫӗнӗ технологисен тӳпи пысӑк. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра эмбрион трансплантацийӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Урӑхла каласан, ӗнесемпе пушмак пӑрусене нумай сӗт паракан выльӑх вӑрлӑх пайӗпе пӗтӗлентереҫҫӗ. Ҫакӑ пирӗн хуҫалӑхсемшӗн пысӑк ҫӗнӗлӗх.

Ял хуҫалӑх министерстви халӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усракансене ӗнесене искусствӑлла майпа кӑна пӗтӗлентерме хистет. Ҫапла майпа чир-чӗртен сыхланнипе пӗрлех выльӑх ӑратне те, унпа пӗрлех сӗт сӑвӑмне те ӳстерме ҫӑмӑлрах.