Тӗп хулара хушма пӗлӳ паракан учрежденисене юсаҫҫӗ

Шупашкарти культура ҫурчӗсене юсама кӑҫал хула хыснинчен 24 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Тепӗр 10 миллион тенкӗ - республика бюджетӗнчен. Ҫавна май халӗ хушма пӗлӳ паракан 4 учрежденипе вулавӑшра тата икӗ паркпа "Ҫӗнтерӳ" мемориал комплексӗнче юсав пырать. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ 1-мӗш музыка шкулӗнчи ӗҫ-хӗлпе паллашрӗ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Хула варринче вырнаҫнӑ Степан Максимов ячӗллӗ музыка шкулӗнче иртнӗ уйӑхранпа юсав пырать. Строительсем ҫуртӑн сӑн-сӑпатне ҫӗнӗтеҫҫӗ.

Ӗҫсене тумашкӑн хулапа Республика бюджечӗсенчен 10 миллион та 100 пин ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурт ҫамкине утӑ уйӑхӗнче йӗркене кӗртсе пӗтермелле.

Урамри ӗҫсене вӗҫлесен шала кӗреҫҫӗ. Пӗлтӗр кунти пӗрремӗш хута ҫӗнетнӗ: стенасемпе маччана, урайне юсанӑ, алӑксене сарлакалатса вӗренӳ класӗсене нумайлатнӑ. Халӗ ҫӳлти хутсене юсама вӑхӑт ҫитнӗ. Уйрӑмах коридорсем сӑнсӑр. Тата картлашка лаптӑкӗсене ҫӗнетмелле. Ӗҫсене тунӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тивӗҫтерекен ҫунман хатӗрсем усӑ курӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫӳлӗ тӗлне музыка шкулӗ палламалла мар улшӑнӗ.