Шупашкарта Туслӑх парачӗ иртрӗ

Чӑваш Енре Раҫҫей кунне халалланӑ тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртрӗ. Шупашкарта виҫҫӗмӗш хут халӑхсен туслӑхӗн парачӗ пулчӗ. Тӗрлӗ наци тумӗллӗ ҫынсем Республика тӳремӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ тӳреме ҫити утса тухрӗҫ, уяв концертне хутшӑнчӗҫ.

Елена Дмитриева, Анжелика Артемьева, Владимир Синдеев

Республика тӳремӗнче пин ытла ҫын пуҫтарӑнчӗ. Пурте илемлӗ ҫи-пуҫпа. Кунта Чӑваш Ене урӑх ҫӗршывран пурӑнма килнӗ ҫынсене, студентсене, тӗрлӗ наци пӗрлешӗвӗн хастарӗсене курма пулчӗ. Каччӑсен пысӑк ҫӗлӗкӗсем, тӳпеттейӗсем, хӗрсен капӑр кӗписем куҫа илӗртеҫҫӗ. Парада хутшӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, наци тумне час-часах тӑхӑнаймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫак уява уйрӑмах тӗплӗн хатӗрленнӗ.

Пуҫтарӑннисем наци юррисене юрларӗҫ, ташларӗҫ, савӑнчӗҫ, пӗр-пӗрне уяв ячӗпе саламларӗҫ. Пурте пӗрле вара "Катюша" шӑрантарчӗҫ. Иртен-ҫӳренсем те аяккинче юлмарӗҫ. Туслӑх уявӗ пурне те пӗрлештерчӗ.

Парада хутшӑнакансем Хӗрлӗ тӳреме ҫитсен унта Раҫҫей кунне халалланӑ пысӑк уяв пуҫланчӗ. Пуҫтарӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламларӗ. Михаил Игнатьев мӗн ӗлӗкрен республикӑра тӗрлӗ халӑх ҫынни туслӑ пурӑннине каларӗ. Нацисен йӑли-йӗркине, культурипе чӗлхине кашнин упрамалла, пурин те пӗрле тӑнӑҫлӑ пурнӑҫшӑн тӑрӑшмалла, терӗ. Ҫавӑн пекех 14 ҫул тултарнӑ хӗрсемпе каччӑсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тӗп документа - Раҫҫей гражданинӗн паспортне парса чысларӗ. Шупашкар аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене те тимлӗх уйӑрчӗҫ. Вӗсене республика ертӳҫи тӗп хула 550 ҫул тултарнине халалланӑ медальсем ҫакса ячӗ. Чи хумхануллӑ самант - пурте пӗрле Раҫҫей гимне шӑрантарни. Унтан ҫамрӑксем тӳпене шурӑ кӑвакарчӑнсене вӗҫтерчӗҫ.