Кӑҫал фестиваль 5-мӗш хут пулчӗ. Ача сачӗсенчи 56 ушкӑнран 24-шӗ финала тухма пултарнӑ. Чи маттуррисем тӗп хулари ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн сцени ҫинче хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.
Алиса Александрова, Михаил Солин
Шупашкарти сатиксенчи тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем фестивалӗн ҫавраҫулне тӗплӗн хатӗрленнӗ. Кашни хӑйӗн учрежденийӗнчи инструктор ирттерекен занятисене ҫывӑх ҫыннипе пӗрле ҫӳресе хӑнӑхтарусем тума вӗреннӗ. Кӗвӗ ҫеммипе килӗшӳллӗн ыттисемпе тан тӗрлӗ хускану тума хӑнӑхнӑ.
Сӑмах май, степ-аэробика енӗпе тупӑшса 167-мӗш сатик ушкӑнӗ 2-мӗш вырӑна тухрӗ. Капӑр тум-тир хатӗрлесси те, паллах, конкурса хатӗрленекенсемшӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑнта. Кашни команда ыттисенчен уйрӑлса тӑрас, илемлӗ курӑнас тесе тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та фитнес фестивалӗнче спорт тумӗллӗ, йӑлтӑр-йӑлтӑр костюмлӑ кӑна мар, чӑваш капӑрлӑхлӗ ачасемпе амӑшсене те курма пулчӗ.
11-мӗш сатикри "Илем" ушкӑн 3-мӗш ҫул хутшӑнать конкурса. Хальхинче хула 550 ҫул тултарнӑ ятпа иртекен фестивале уйрӑмах тӗплӗн хатӗрленнӗ. Чӑваш культурине, наци хӑйнеевӗрлехне тӗпченӗ.
Тӑрӑшни сая каймарӗ. Тӳресем 11-мӗш сатик ушкӑнне 2-мӗш вырӑн пачӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара виҫӗ номинацире палӑртрӗҫ. Чи пултаруллисем 201-мӗш, 202-мӗш тата 144-мӗш учрежденисенчи ушкӑнсем пулчӗҫ. Финала тухнисене вӗренӳ управленийӗнче ӗҫлекенсем, Республикӑри Хӗрарӑмсен Канашӗн пайташӗсем, паллӑ спортсменсем тав хучӗсем парса чысларӗҫ.