Шыв тасалӑхне, температурине, пулӑ апатне тӗрӗслеҫҫӗ

Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗн управленийӗнчи специалистсем ҫӗрпе мӗнле тӗрӗс усӑ курнине кӑна мар, шыв объекчӗсене те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем Патӑрьел районӗнчи пулӑ ӗрчетекен хуҫалӑхра рейд ирттерчӗҫ.

Леонид Петров, Ирина Паргеева

Чӑваш Енре ытларах карп, карас, шурӑ амур, ҫӗкӗ, белуга, осетр тата ытти пулӑ ӗрчетеҫҫӗ. Ку енӗпе Вӑрнар, Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Улатӑр, Комсомольски, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Пӑрачкав районӗсенчи хуҫалӑхсем ӗҫлеҫҫӗ. Чи пысӑккисенчен пӗри Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑнкӑртам ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Кунта вӗт пулла Пушкӑрт республикинчен илсе килеҫҫӗ. Малалла вӗсене пӗвере тата ятарлӑ бассейнра ҫитӗнтереҫҫӗ. Надзор тытӑмӗнчи специалистсем пулла тӗрӗслеме Мускаври лабораторине ӑсатаҫҫӗ. Кӑтартусем кашнинчех аван: чӗр тавар ҫиме юрӑхлӑ. Инспекторсем ҫавӑн пекех пӗвесенчи шыв тасалӑхне, температурине, пулӑ апатне тӗпчеҫҫӗ.

Тытнӑ пулла ҫав кунах лабораторие ӑсатаҫҫӗ. Компрессорлӑ савӑта пӗвери шывах тултараҫҫӗ. Анализсен кӑтартӑвӗ пӗр уйӑхран паллӑ пулать. Ку хутӗнче вӑлча сапнӑ тапхӑра лекнӗрен, инспекторсен пулла вӑлтапа тытассине кӗтме тиврӗ.

Республикӑри пулӑ ӗрчетекен хуҫалӑхӗсенче санитари нормисене пӑхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа Чӑваш Енре ҫитӗнтернӗ продукцие хамӑр патра кӑна мар Мордва, Удмурт республикисенче, Киров, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенче хапӑлласа туянаҫҫӗ.