Йӑлӑмра "Молгород" вӗренӳ форумӗ уҫӑлчӗ

Унта шкул ачисемпе студентсем тӗрлӗ ӑсталӑх урокӗсене хутшӑнаҫҫӗ, республикӑри тата ҫӗршыври паллӑ ҫынсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Форума пухӑннисене Чаваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев саламларӗ.

Елена Дмитриева, Андрей Шоклев

Кӑҫал форум 11-мӗш хут иртет. Йӑлӑмра пӗтӗмпе 800 ытла ҫамрӑк хӑйсен пултарулӑхне туптаҫҫӗ, чӑтӑмлӑхне тата пӗлӗвне ӳстереҫҫӗ. 4 кун яш-кӗрӗм палаткӑсенче пурӑнать. Кӑҫал форум программине уйрӑмах кӑсӑклӑ хатӗрленӗ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрсемпе каччӑсен пӗр пушӑ вӑхӑт та пулмӗ. Кашни ир зарядкӑран пуҫланать, унтан - лекцисем, мастер-классем, тӗл пулусем, спорт ӑмӑртӑвӗсем тата ытти те.

Форум кашни ҫулах пуҫаруллӑ, малӗмӗтлӗ, хастар та маттур ҫамрӑксене пӗрлештерт.

Сӑмах май, вӗренӳ форумне тӗп хула 550 ҫул тата Чӑваш автономи облаҫӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ. Ҫавсен ячӗпе кунта тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттереҫҫӗ. Ҫамрӑксем Чӑваш Ен тӗп хулине аталантармалли майсене пӑхса тухаҫҫӗ, тӗрлӗ проект хатӗрлеҫҫӗ. Форум ӗҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ те хутшӑнчӗ. "Кунта хӗрсемпе каччӑсем пысӑк опыт пухаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе хутшӑнса туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ", - терӗ Михаил Игнатьев. Республика Пуҫлӑхӗ яшкӗрӗме хумхантаракан темӑсемпе калаҫрӗ, ыйтусене хуравларӗ. Форум ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшчен пырать. Атӑл хӗрринче иртнӗ кунсем ҫак каччӑсемпе хӗрсемшӗн нумайлӑха асра юлӗҫ.