Пӑрачкавсене тӗрлӗ регионпа ытти ҫӗршыври пысӑк хӑнасем саламларӗҫ

Акатуй кӗрленӗ вӑхӑтрах ытти халӑхсем те ҫураки вӗҫленнине уявлаҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан ирҫесемпе мӑкшӑсем "Арта" паллӑ турӗҫ.

Алексей Енейкин, Артур Галкин

Ирҫесен ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнине палӑртакан юрӑпа ташӑ уявӗ кунта пӗр сиктермесӗр 28-мӗш хут иртет. 700 ытла хуҫалӑхлӑ напольнойсемшӗн кӑҫалхи Арта уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Яла никӗсленӗренпе 595 ҫул ҫитнӗ. Сумлӑ юбилейпе пӑрачкавсене тӗрлӗ регионпа ытти ҫӗршыври пысӑк хӑнасем саламларӗҫ. Вӑл йышра Палестинӑпа Ливан ҫыннисем. Пурте вӗсем пирӗн тӑрӑхри тӗрлӗ халӑх ӑшӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулнине палӑтрӗҫ. Пӗр-пӗринпе яланах туслӑ пурӑнаҫҫӗ.

Ку тӑрӑхри ирҫесен "Арта" уявӗ ытларах йӑла-йӗрке пуянлӑхне упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ. Пин ытла ҫын пурӑнакан Напольное ялӗнче халӗ тӑван чӗлхипе аслӑ ӳсӗмрисем кӑна уҫҫӑн калаҫаҫҫӗ. Ҫамрӑксем вырӑсланса пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та шкул ачисене тӑрӑшсах ирҫе чӗлхине вӗрентеҫҫӗ.

Уявра вырӑс тата ирҫе халӑх юрри-ташши кӗрлерӗ. Ҫамрӑксем тӗрлӗ вӑйӑра тупӑшрӗҫ: пӑт ҫурӑ таякан кире пуканне ывӑтассинче, пӗр-пӗрне михӗпе ҫапса ӳкерессинче тата ытти ӑмӑртура вӑй виҫрӗҫ.

Республикӑри чи ватӑ ялсенчен пӗри тепӗр 5 ҫултан 600 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫавӑнпа та кӗҫех кунта тирпей-илем кӗртмелли ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ. Кӑҫалах Культура ҫурчӗ умӗнчи уяв лапамӗнче пӗр миллион тенкӗлӗх ӗҫсем тумалла. Клуба юсама вара 2 млн ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ.