Республикӑра ака-суха кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетеҫҫӗ

Йӑлана пӑхӑнса чӑваш халӑхӗ ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен акатуйра савӑнать. Нумай районта уяв ирттернӗ ӗнтӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче элӗксем кӗрекене пухӑнӗҫ. 23-мӗшӗнче - Улатӑр тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ҫӗр ӗҫченӗсене чыслӗҫ.

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров

Уявра юрласа-ташласа савӑннипе пӗрлех ака-суха кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетеҫҫӗ. Кӑҫал хресченӗн ӗҫ ытларах пулчӗ. Кӗрхи калча хӗл начар каҫнӑ, 50 пин гектар ытла пӗтнӗ. Ҫавна май ҫурхи культурӑсене палӑртнинчен нумайрах акма тивнӗ. Вӗсем халӗ 240 пин ытла гектар йышӑнаҫҫӗ.

Ҫӗр улми сакӑр пин гектар лартма палӑртнӑ, анчах 6 500 гектар кӑна лартса хӑвартӑмӑр. Ку хаксем йӳнӗ пулнипе ҫыхӑннӑ. Ытларах техника культурисемпе ӗҫлетпӗ, тет ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.