Унӑн картинисенче чӑвашлӑх уҫҫӑн курӑнать

Чӑваш тӗррин музейӗнче Валентина Илем (Ильина) ӳнерҫӗ ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ. "Тӗс тата эреш" ят панӑ ӑна автор. Куравра художник Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти музейсенче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра ӳкернӗ картинӑсене курма пулать. Ҫавӑн пекех халӗ ӑсталанисем те пур. Экспозиципе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те паллашрӗ.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров

"Илем" псевдоним хӑйех ӳнерҫӗ тавралӑхри хитрелӗхе асӑрхама хӑнӑхни ҫинчен калать. Ӳкерме вӑл мӗн пӗчӗкрен юратнӑ. Ача чухне пиччӗшӗн кӗнекисене сӑрласа пӗтернине лайӑх ас тӑвать. Кайран ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ, педагогика университетӗнче ӑс пухнӑ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти музейсенче ӗҫленӗ, ӳнере халӑх патне ҫитернӗ. Унӑн ӗҫӗсенче чӑвашлӑх яр уҫҫӑн курӑнать. Тӗсӗсем те хӑйнеевӗрлӗ.

Валентина Илем картинисем пӗрре пӑхсах тарӑн шухӑша яраҫҫӗ. "Хӑвӑлта кайӑк йӑва тунӑ","Сӗм-сӗм вӑрман, сӗм вӑрман" "Вучах", "Чӑваш тӗррисем".
Ӳнерҫӗн пултарулӑхне витӗм кӳрекенсем те пулнӑ. Вӗсенчен пӗри - чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев.

Чӑваш искусствипе Валентина Илем Америкӑра та паллаштарнӑ. Пирӗн культура, йӑла-йӗрке ҫинчен аякри патшалӑхра пурӑнакансем питӗ кӑсӑкланса итленӗ. Валентинана хӑйне амазонкапа танлаштарнӑ. Халӗ ӳнерҫӗ тивӗҫлӗ канура. Ҫапах та унӑн пултарулӑхӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ тесен те йӑнӑш мар.

Валентина Илем ӗҫӗсен куравӗсене Мускав, Таллин, Чӗмпӗр хулисенче йӗркеленӗ. Халӗ Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем те пултаруллӑ ӳнерҫӗн ӑсталӑхӗпе паллашма пултараҫҫӗ.