Паллӑ архитектора халалланӑ хӑйне евӗр палӑк пулӗ

Питӗр хулинче пирӗн ентеш Пётр Егоров архитектор лартнӑ чиркӗве ҫӗнӗрен тума пуҫланӑ. Ҫак кунсенче унта Турӑ ҫурчӗн тӑррине хӗрес вырнаҫтарчӗҫ.

Екатерина Фомина, Зинаида Паршагина, Семён Антонов

Питӗр хулин архитектура историйӗ Петр Егоров ячӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Нумай паллӑ ҫурт проектне хатӗрленӗ вӑл, чи чаплӑ ӗҫӗсенчен пӗри - Ҫуллахи сад карти. 1779 мӗш ҫулта вӑл Христос ҫуралнине халалланӑ чиркӳ тума пуҫлать. Турӑ ҫуртне тӑхӑр ҫул хӑпартаҫҫӗ. Унта ытларах строительсем, архитекторсем кӗл тума, пил ыйтма ҫӳренӗ. Шел пулин те, чиркӳ упранса юлман. 1934-мӗш ҫулта ӑна тӗп тунӑ. Ун вырӑнӗнче сквер йӗркеленӗ. Темиҫе ҫул каялла вара кунта каллех чиркӳ тума пуҫланӑ. Пархатарлӑ ӗҫ валли Вячеслав Заренков (благоторитель) укҫа уйӑрнӑ. Ҫурта Петр Егоров чертежӗсем (е ӳкерчӗкӗсем) тӑрӑх тӑваҫҫӗ. Строительсем унта кӑтартнӑ виҫесене пӑхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавна май чиркӳ паллӑ архитектор вӑхӑтӗнчи пекех пулӗ. Сӑваплӑ ҫурта шал енчен тирпей-илем кӗртмелли юлнӑ. Ҫак кунсенче хӗрессене сӑвап туса вырнаҫтарчӗҫ. Пиллӗкӗшне ҫавра тӑррисем ҫине ҫӗклерӗҫ, пӗрне тӗп алӑк тӑррине лартрӗҫ. Ҫак ятпа Турра ӗненекенсене Чӑваш Ен делегацийӗ те саламларӗ. Етӗрне тӑрӑхӗнчен килнӗ хастарсем республикӑн культура министрӗн саламне илсе ҫитерчӗҫ.

Сӑваплӑ ӗҫе Питӗрте пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем те хастар хутшӑннӑ. Чан валли миллион тенке яхӑн пуҫтарса панӑ. Петр Егоров ячӗллӗ фонд пуҫарӑвӗпе чиркӳ ҫине асану хӑми вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ку тӑрӑхри урамсен ӗлӗкхи ятне тавӑрас тӗллевлӗ. Советски вырӑнне Рождественски тесен вырӑнлӑрах пулӗччӗ, - теҫҫӗ чиркӳ тума пулӑшакансем. Турӑ ҫуртне 2020-мӗш ҫул тӗлне туса пӗтермелле. Сӑмах май, ҫак чиркӳ картишӗнче Петр Егоров ӗмӗрлӗхех канлӗх тупнӑ. Анчах ун вил тӑпри кунта упранса юлман. Ҫавна май чиркӳ паллӑ архитектора халалланӑ хӑйне евӗр палӑк пулӗ.