Тӗп хула 550 ҫул тултарнине халалласа Калинин район администрацийӗнче ҫемье уявӗ иртрӗ. Хаваслӑ тӗл пулӑва пӗрремӗш тата иккӗмӗш ача ҫуратнисене, ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесене йыхравларӗҫ.
Леонид Петров, Михаил Солин
Малтанах Калинин районӗн администрацийӗнче нумай ҫул пурӑнакан ҫемьесене саламласси йӑлара пулнӑ. Унтан уява тин кӑна ашшӗ-амӑш телейне туйса курнӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесене те явӑҫтарас тенӗ. Пухӑннисене правительство кӳрекен ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Уйрӑммӑн илсен, ҫемье тупӑшӗ кашни ҫын пуҫне пурӑнма май паракан укҫа виҫинчен сахалрах пулсан, ача ҫулталӑк ҫурӑ тултариччен пособи тӳлеҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫак пулӑшӑва республикӑра пурӑнакан 4 пин ҫурӑ ҫемье тивӗҫнӗ. Ун валли федераци хыснинчен 250 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Калинин районӗнче 1 пин те 300 ытла нумай ачаллӑ ҫемье. Вӗсенче 4 пин ҫурӑ ытла ача ҫитӗнет. Уявра ашшӗ-амӑшне ҫавӑн пекех ача ҫут тӗнчене килни ҫинчен калакан свидетельствӑсем пачӗҫ. Ӳсекен ӑрӑва тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ туса парасси пирӗн тивӗҫ, теҫҫӗ влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем.
Уявра тепӗр ҫемьене амӑшӗн капиталӗпе тивӗҫтерчӗҫ. Сӑмах май, ку пулӑшӑва ҫак таранччен Чӑваш Енри 36 пин ҫемье илнӗ. Ҫакӑн валли федераци хыснинчен 10 миллиард тенкӗ тӑккаланӑ. Укҫана ачан вӗренӗвне, ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ е хваттер майӗсене лайӑхлатнӑ ҫӗре, амӑшӗн пулас пенсин пухӑнакан пайне яма юрать. 5 ачаллӑ Кирилловсем вара нумай ачаллӑ ҫемье пулнине ҫирӗплетекен удостоверение тивӗҫрӗҫ.
Паянхи куна Калинин районӗнче асӑннӑ документа 295 ҫемьене панӑ. Черетре тепӗр 40 йыш.