Тӑван хуламӑр Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа Чӑваш наци библиотекинче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ

Йӗркелӳҫӗсем - хула администрацийӗпе Вӗренӳ министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явма Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗ.

Александр Осипов, Виктор Степанов

Кун евӗр пухусем ялан пӗр йӗркепе иртеҫҫӗ. Малтан кил хуҫисен саламӗсем. Республикӑмӑр ертӳҫи Михаил Игнатьев Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ юбилее тивӗҫлӗ ирттермелли пирки асӑрхаттарса ларӑвӑн малтанхи пайӗ вӗҫленичченех тимлӗн итлесе ларчӗ. Конференцире сӳтсе явнӑ темӑсем тӗрлӗ енлӗ: хулан авалхипе хальхи историйӗ, этнографипе культура.

Пуҫламӑшӗ кун пек чух, паллах, хула археологийӗнче. Хӑҫан, мӗнле тӗллевпе чӑмӑртанма пултарнӑ, ҫуралнӑ Атӑл хӗрринчи хула? Пӗрремӗш доклада Тутарстан ӑслӑлӑх академийӗн археологи институчӗн тӗп ӗҫтешӗ Фаяз Хузин турӗ. "Иртнӗ 50 ҫулта эпир чӑваш археологӗсемпе конференцисенче кӑна тӗл пулнӑ" терӗ. Тӗрӗссипе вӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр тавлашнӑ. "Халӗ ҫӗнӗ тапхӑра куҫрӑмӑр. Нумаях пулмасть пӗрле Хусан ҫывӑхӗнче чаврӑмӑр, ӗҫ кал-кал пырать" терӗ Хусан хӑни. Мускав тӗпчевҫи Константин Аверьянов тӗп хулан малтанхи историне тишкерчӗ. Ун шухӑшӗпе XIV-мӗш ӗмӗрте Шупашкар вырӑнӗнче ҫул ҫинчи урапасемпе, Атӑл хӗрринче - кимӗсемпе карапсене юсакан - ҫуллахи вӑхӑтлӑх вырӑн кӑна пулнӑ. Гуманитари ӑслалӑхӗсен институтӗнчи археологсене ертсе пыраканӗ Наталья Березина Мускав хӑнипе килӗшмест. Шупашкар археологийӗн культура сийӗнче XIII-мӗш ӗмӗртех интерьера илемлетмелли импортпа ҫитернӗ чаплӑ керамика плиткисем тухаҫҫӗ. "Урапа юсакан вырӑнта ют патшалӑхран кӳрсе килнӗ чаплӑ япаласемпе мӗн тума пултарнӑ?" тет чӑваш тӗпчевҫи. Унпа паллӑ филолог-фольклорист Виталий Родионов та килӗшет. "Ҫармӑссен-и, чӑвашсен-и - пурпӗрех Шупашкар XIII-мӗш ӗмӗртенпех хула пулнӑ" тесе пӗлтерет.

Паллӑ этнолог Георгий Матвеев доклачӗ Шупашкарӑн хальхи сӗмӗпе ҫыхӑннӑ. Чӑвашсем пурӑнакан хула тесе палӑртма пулать-и ӑна - текен ыйтӑва пӗлес тесе тӗпчев институчӗ чӑваш культурипе ҫыхӑнса ӗҫлекен ҫынсемпе ятарлӑ тишкерӳ ирттернӗ. Ыйтӑма хутшӑннисем "тӗрлӗ ҫӗрте ҫак пулӑм тӗрлӗ енлӗ пулса пырать" тесе хуравланӑ. Сӑмахран, чӑваш тумтирӗ енепе лайӑх тесе калама пулать. Апат-ҫимӗҫ енӗпе Шупашкарта хӑнасене чӑваш апӑчӗпе хӑналакан ятарлӑ вырӑн ҫук тенӗ. Чӑваш чӗлхипе те лару-тӑру йывӑрлансах пынине палӑртнӑ.

Конференцире сӳтсе явнӑ ыйтусем анлӑ пулӑмсене пырса тивеҫҫӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи ӗҫтешсем юбилее нумайранпах тӗплӗн хатӗрленнине ҫӗнӗ кӗнекесен куравӗ лайӑх кӑтартать.