2011-мӗш ҫултанпа республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ытларахӑшӗ ӑна ҫурт лартма тесе илнӗ. Ҫавӑн пекех унта хушма хуҫалӑх йӗркелеме, сад-пахча ҫитӗнтерме пулать. Ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти тӑватӑ ҫемье парнеллӗ пулчӗ. Ҫак ятпа вӗсене пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те саламларӗ.
Екатерина Фомина, Екатерина Янгалакова
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Чебаневсен ҫемйи ҫӗр илме сертификата тивӗҫрӗ. Черете вӗсем 2015-мӗш ҫулта йӗкӗреш хӗрачасем ҫуралсан тӑнӑ. Ҫакнашкал парнепе Ольгӑпа Владимир кӑмӑллӑ. Ҫӗрпе мӗнле усӑ курассине палӑртса хунӑ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗнче пурӗ тӑватӑ ҫемьене чысларӗҫ. Сертификата ҫавӑн пекех Дутовсем, Павловсем, Лукинсем илчӗҫ. Пурне те Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫӗр панӑ. Сӑмах май, унта ҫемьесем валли 120 лаптӑк йӗркеленӗ. "Хула таврашӗнче пушӑ выртакан ҫӗрсем ҫуккине кура, ӑна урӑх ҫӗрте шырама тивет", - теҫҫӗ администрацире. Ҫавна май халӗ Ҫӗнӗ Шупашкар Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри районӗсемпе ҫӗр уйӑрасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Патшалӑх хӑйсене тӗрев кӳнине Ҫӗрпӳре пурӑнакан Кузьминсем никамран лайӑх туяҫҫӗ. Вӗсем те хӑй вӑхӑтӗнче тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илнӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче вара ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫнӑ. Иванпа Ирина 18 ҫул пӗр сукмака такӑрлатаҫҫӗ, пилӗк ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Асли кӑҫал шкул пӗтерет, кӗҫӗнни-ҫиччӗре.
Пысӑк, хӑтлӑ пӳлӗмсенче ачасене канма та, вӗренме те, выляма та вырӑн ҫителӗклӗ. Халӗ ҫурт таврашӗнче, пахчара хӑтлӑх кӗртесси юлнӑ. Кузьминсем пекех ҫӗр лаптӑкне тивӗҫнисем Ҫӗрпӳ районӗнче 200 ытла ҫемье.
Нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫӗр уйӑрнӑ вырӑна электричество, газ, шыв, ҫул илсе ҫитересси пӗр кунта пулакан ӗҫ мар. Ку тӗлӗшпе Строительство министерствипе пӗрле тӗллевлӗ ӗҫлетпӗр, - тет республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева. Кӑҫал, сӑмахран, коммуникацисем тума Йӗпреҫ, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем валли укҫа-тенкӗ уйӑрмалла. Ҫакӑнпа пӗрлех ҫемьесене ытти ҫӑмӑллӑх кӳнине те палӑртмалла. Пӗрремӗш виҫӗ ҫулта нумай ачаллисене ҫӗршӗн налук тӳлессинчен хӑтарнӑ. Унсӑр пуҫне лаптӑкпа вӗсем хӑйсене кирлӗ пек усӑ курма пултараҫҫӗ. Ӑна халӗ сутма, урӑх ҫынна пама, салука хывма ирӗк пур. 2011-мӗш ҫултанпа Чӑваш Енри сакӑр пине яхӑн нумай ачаллӑ ҫемьене ҫӗрпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал телейлисен йышне сахалтан та тепӗр пин ҫемье кӗрӗ.