Ҫӗршыври чи лайӑх шкул хаҫачӗсенчен пӗрне Шупашкарти 48-мӗш пӗлӳ ҫуртӗнче кӑлараҫҫӗ

Ҫамрӑк корреспондентсемпе редакторсем "Школа-пресс-2019" конкурсра мала тухнӑ тата Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанин парнине ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ачасем патӗнче хӑнара пулса курчӗ.

Елена Дмитриева, Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова

"Шкулти вӑхӑт" хаҫата аслисем те, пӗчӗккисем те кӑсӑклансах вулаҫҫӗ. Ҫамрӑк корреспондентсем унта ҫивӗч ыйтусене хускатаҫҫӗ, шкул хыпарӗсемпе паллаштараҫҫӗ, вӗренекенсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Хаҫат шкулта 2011-мӗш ҫултанпа тухса тӑрать. Малтан ӑна аслӑ классенче вӗренекенсем кӑна хатӗрленӗ. Халӗ редакцире 5-8-мӗш классенче вӗренекен 20 ача тӑрӑшать. Кашнин хӑйӗн тивӗҫӗ: корреспондентсем интервьюсем илеҫҫӗ, репортажсем тӑваҫҫӗ, ӳнерҫӗсем ӳкерчӗксем хатӗрлеҫҫӗ, редакторсем текст тӗрӗслеҫҫӗ. Сӑвӑ-хайлав ҫырма кӑмӑллакансем валли "Кӗмӗл калем" уйрӑм рубрика пур. Пурне те журналистика ӗҫне чунтан юратни пӗрлештерет.

Ҫамрӑксене тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтерни те хавхалантарать. Корреспондентсем тӑтӑшах конференцисене хутшӑнаҫҫӗ, хӑйсен ӑсталӑхне кӗҫӗн классене вӗрентеҫҫӗ, вӑйӑсем ирттереҫҫӗ. Ӑста журналистсем ака уйӑхӗнче пӗтӗм Раҫҫейри Наци премине тивӗҫнӗ. Вӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускавра чыслӗҫ. Хаҫатра пухнӑ пӗлӳ ачасене шкулта кӑна мар, пурнӑҫра та питӗ кирлӗ пулӗ, палӑртаҫҫӗ вӗрентекенсем.

Хаҫат 100 экземплярпа чӗрӗкре пӗрре тухать. Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле шкул корреспондечӗсем пӗрремӗш хут медиа журнал та кӑларнӑ. Унта тӑван хула, паллӑ ҫынсем пирки ҫырса кӑтартнӑ, хулари чи илемлӗ вырӑнсем ҫинчен видеороликсем ӳкернӗ. Хаҫат ҫитӗнӗвӗсемпе ачасем савӑнаҫҫӗ, Светлана Шишулина тӗп редакторпа пӗрле малашне тата кӑсӑклӑрах кӑларӑмсем хатӗрлес тӗллевлӗ. Ҫуллахи каникулта та вӗренекенсем хаҫат валли пуян материал пухма палӑртаҫҫӗ.