Республикӑри 18 пин те 400-ре яхӑн ачашӑн юлашки шӑнкӑрав янӑрать

Вӗсенчен 6 пин ытларахӑшӗ -11 класс, ыттисем 9 класс вӗренсе пӗтерекенсем. Халӗ уяв кунне суйласа илме пултарнӑран, савӑнӑҫлӑ линейкӑсем маларах иртеҫҫӗ. Чӑваш Енре юлашки шӑнкӑравсем ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫланса 25-мӗшчен пулаҫҫӗ. Кашни ача куҫ умӗнче ҫитӗнекен сахал йышлӑ пӗлу ҫурчӗсенче шкул пӗтерекенсене мӗнле ӑсатни ҫинчен сюжетра каласа кӑтартӑпӑр.

Ирина Николаева, Екатерина Янгалакова

Шупашкар районӗнчи Кипеккассинчи Кудряшовсен ҫемйинче - хумхануллӑ самант. Кӗҫӗн хӗрӗ - Антонина 11 класс пӗтерет. Унӑн вӗренӳре те, спортра та ҫитӗнӗвӗсем пысӑк. Кӑҫал вӑл Республика Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине те тивӗҫнӗ. 6 ҫулти хӗр пӗрчине нумай пулмасть ҫеҫ шкула пӗрремӗш хут ӑсатнӑн туйӑнать Марина Валерьевнана. Хӑй вӑл шкулта чылай вӑхӑт чӑваш чӗлхипе литература учителӗнче тӑрӑшать, ку таранччен хӗрӗн ӳсӗмӗсемпе кулянӑвне пӗрле пайласа пурӑннӑ.

Антонина Кудряшовапа пӗрле Ишӗк шкулӗнчи тепӗр 9 ҫамрӑк кӑҫал 11 класс пӗтерет. Вӗсемпе сыв пуллашма йывӑр пулнине пытармаҫҫӗ вӗрентекенсем. 10-шӗ те пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ, спортпа туслӑ, тӗрлӗ олимпиада-конкурса хутшӑнса пӗрре мар палӑрнӑ. "Шкул мӑнаҫлӑхӗ" теҫҫӗ вӗсем пирки.

Лариса Васильеван кӑҫал харӑсах 2 ачи шкулпа сыв пуллашать. Таисия хӗрӗ -11-мӗш, Валентин ывӑлӗ 9-мӗш класс вӗренсе пӗтереҫҫӗ. Вӗсен 2 пиччӗшӗ те ҫак шкултах пӗлӳ илнӗ. Кунти учительсене тав сӑмахӗ калать 4 ача амӑшӗ, кӗҫӗннисем те пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн тупасса шанать.

11-мӗшсемпе пӗрле 9 класс пӗтерекен 6 ҫамрӑкшӑн юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ. Ачасен шучӗ ҫитмесен, тепӗр ҫул кунта вӗренесси иккӗленӳллӗ. Ҫак сӑлтава пулах 2016-2018-мӗш ҫулсенче Ишек шкулӗнче 11-мӗшсем пулман. Йӑлана кӗне йӗркепе, шкул пӗтерекенсене 1-мӗшсем саламаларӗҫ, кӑҫал кунта 9 ача пуҫласа парта хушшине ларнӑ. Хальхи тата чи малтанхи класс ертӳҫисем ҫамрӑксене шкул пурнӑҫне манмасӑр малалла ӑнтӑлма сунчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ хумханнине пытармарӗ. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче кунта ҫывӑхри 8 ялтан мӗн пурӗ те 102 ача пӗлӳ илет.

Шкул вӗренсе пӗтерекенсене ҫывӑх кунсенче пурнӑҫӗнчи хальлӗхе чи йывӑр тӗрӗслев кӗтет - патшалӑх экзаменӗсене лайӑх тытмалла. Ачалӑхпа сыв пуллашмалли вӑхӑт ҫитнине систерсе янӑрарӗ юлашки шӑнкӑрав.