ГТРК Чувашия / Шупашкарта халӑхсем хушшинчи кинофестиваль пырать
Версия сайта для слабовидящих

21 сентября 2019 01:28   6°   $63.85 €70.60

22.05.2019 09:39

Шупашкарта халӑхсем хушшинчи кинофестиваль пырать

Паян - конкурсӑн 3-мӗш кунӗнче республикӑри 18 лаптӑкра 30 ытла сеанс кино кӑтартмалла. Фильмсемпе Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Канаш, Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски тата Вӑрнарти кинозалсенче тӳлевсӗрех паллашма пулать. Пирӗн корреспондент Алексей Енейкин Наци библиотекинчи тӗрлӗ халӑх ӳкернӗ кино куравӗнче пулчӗ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Грант Томпсон режиссер ӳкернӗ "Лил Буа" фильма Сидней университетӗнчи кинематографи профессорӗ Григорий Долгополов кӑтартрӗ. 17 минутлӑ картина Австралири аборигенсен пурнӑҫне сӑнлать. 25 миллионлӑ ҫӗршывра вӗсен йышӗ халӗ миллионран та чакнӑ. Тӗп халӑха хирӗҫ 150 ҫул "шӑплӑхри" вӑрҫӑ пынӑ. Фильм наци культурипе йӑла-йӗркене упраса хӑварни паха пулнине вӗрентет. Австрали материкӗнче 80 пин ҫул пурӑннӑ аборигенсем те хӑйсен тымарне татасшӑн мар. Таврари утравсене шута илсен 30 пин ытла чӗлхепе калаҫнӑ халӑх историне паллӑ режиссер ҫакӑн евӗр киносенче упраса хӑварма тӑрӑшать.

Конкурсра ҫавӑн пекех Пушкӑрт, Алтай тата Хакаси республикисенче ӳкернӗ фильмсене пахаларӗҫ. Паянпа ыран ытти халӑхсен кинокартинисемпе паллашма май пур. Унсӑр пуҫне мастер-классем ирттереҫҫӗ.
Шупашкарти 12-мӗш кинофестивальте 28 конкурслӑ фильм кӑтартаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне уявра ҫӗршывӗпех паллӑ актерсемпе режиссерсене, культура ӗҫченӗсене курма пулать. Вӗсем: Виктор Сухоруков, Александр Пашутин, Борис Грачевский, Ангелина Вовк тата ыттисем те. Фестиваль эрнекун - ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хупӑнать.