ГТРК Чувашия / Тӑван тӑрӑхра сума сунинчен ырри нимӗн те ҫук
Версия сайта для слабовидящих

21 сентября 2019 01:16   6°   $63.85 €70.60

22.05.2019 09:23

Тӑван тӑрӑхра сума сунинчен ырри нимӗн те ҫук

Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗре пысӑк уяв пулчӗ. Унта ҫуралса ӳснӗ Агафон Андреев ял хуҫалӑх ветеранӗпе чӑваш халӑх артистне Раиса Федорована "Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн хисеплӗ гражданинӗ" ят парса чысларӗҫ.

Юрий Васильев, Александр Осипов

Кӗҫӗн Шетмӗ тӑрӑхӗ тӗнчипе паллӑ ҫынсемпе пуян. Элли Юрьев художник ячӗпе хисепленекен музей чӑннипех те чаплӑ ята тивӗҫнӗ ентешсем ҫинчен пӗлӳ парса тӑракан тӗп вырӑн пулса тӑчӗ, ялти Культура ҫуртӗнче те паллӑ ҫынсемпе илемлӗ тӗл пулусем пӗр маях ирттереҫҫӗ. Хальхинче ку таврара ҫуралса ҫав тери йывӑр саманара ҫитӗннӗ икӗ ҫынна "Ял тӑрӑхӗн хисеплӗ гражданинӗ" хисеплӗ ят парса чысларӗҫ. Иккӗшӗ те вӗсем пӗр вӑхӑтра ӳснӗ. Раиса Фёдорова чӑваш халӑх артисчӗ ачалӑх пирки калаҫнӑ чух малтанах ҫуркунне уйсем тӑрӑх шӑннӑ ҫӗрулми шырани ҫинчен аса илет. Мӗн тӑвӑн - выҫлӑх нихҫан та манӑҫа тухмасть. Агафон Андреев пурнӑҫа тӑван ялтах ӗмӗрлет: Яманакри шкулпа Канашри професси училищинче, Ҫӗрпӳри ял-хуҫалӑх техникумӗнче вӗренсе тухсан тракторпа ӗҫленӗ, каярахпа колхозра тӗп инженер, чӗрӗк ӗмӗре яхӑн председательте вӑй хунӑ. Тӑван халӑхшӑн тӑрӑшнӑ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ. Кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ Агафон Андреевич. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Галина Ефимова хисеплӗ ентешне саламланӑ май вӗреннӗ чух ун патӗнче практикӑра пулни ҫинчен аса илмесӗр чӑтаймарӗ.

Раиса Фёдорова чӑваш халӑх артисчӗ ҫак тӑрӑхрах Очкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫичӗ класлӑ шкул пӗтернӗ. Ача чухнех ташша питӗ ӑста пулнӑ. Витере ташлама хӑнӑхни ҫинчен каласан хальхи ҫын кулать. Пӗр япалана пӗлместпӗр эпир халӗ - ун чух вите чи таса та ирӗклӗ вырӑн пулнӑ. Выльӑх усракан вырӑна чӑваш питӗ тирпейлӗ тытнӑ.

Каярахпа Раиса Фёдорова Шупашкара ӗҫлеме килсен, Атӑл леш енчи Сосновка салинчен Шупашкара ташлама вӗренес тесе хӗлле пӑр тӑрӑх ҫӳренӗ, тет. Темле йывӑр пулсан та халӑх ӳнер енне туртӑннӑ, ӑсталӑха алла илес тенӗ. 1959-мӗш ҫулта Раиса Фёдорова Ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнчи актёрсен студине лекет те чӑваш халӑх артисчӗ таран аталантарать хӑйӗн пултарулӑхне. Пур те паллакан чаплӑ артист пулать. Вӑл сӑнарланӑ пӗлтерӗшлӗ рольсем чӑваш театрӗн паллӑ ҫитӗнӗвӗсем пулса тӑнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ Раиса Фёдоровна театра пырсан паян та ӑна кӑмӑлласа ӳснӗ куракансемпе ҫамрӑк артистсем ун тавра ялан капӑр пухӑнаҫҫӗ - калаҫасшӑн, пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсене сӳтсе явасшӑн. "Ял тӑрӑхӗн хисеплӗ гражданинӗн" парнийӗ Нобель премийӗ мар, унпа нимле те танлашма пултараймасть. Ҫавах та халӑхшӑн ырӑ тунӑ ҫынсене тӑван тавралӑхра хисепленинчен ырри нимех те ҫук пулӗ.

Агафон Андреевпа Раиса Фёдорована ентешӗсем, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, "Трак Ен" ентешлӗх ертӳҫи Юрий Львов, шкул ачисемпе пӗрле ҫак хисеплӗ ята маларах тивӗҫнӗ Иван Прокопьев ӑшшӑн саламларӗҫ.