Версия сайта для слабовидящих

16 июня 2019 12:00   19°   $64.43 €72.70

21.05.2019 09:30

Чӑваш тата мари ӑсчахӗсем конференцие пухӑнчӗҫ

Чӑвашсемпе марисен мӗнле пӗрпеклӗхсем, паян пире мӗн ҫыхӑнтарать? Икӗ республикӑри ӑсчахсем пӗрремӗш хут пӗрле пухӑнса пирӗн халӑхсен хӑйнеевӗрлӗхне тӗпченӗ. Ҫакна пӗтӗмлетсе Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрпе Мари республикинчи Кулаково ялӗнче наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Виктор Степанов

Сӗнтӗр ҫӗрӗ ҫинче туслӑ халӑхсен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетекен пӗрремӗш конференци хӑнисем пуҫтарӑнчӗҫ. Наука ӗҫченӗсем пысӑк тӗпчевсем ирттерсе кӑсӑклӑ докладсем хатӗрленӗ. Вӗсем тӗрӗкпе финно-угор халӑхӗсен йышӗнчи расна чӗлхепе калаҫакан чӑвашпа мари ҫыннисен культурин пуянлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. Ӑсчахсем чылай ӗмӗр кӳршӗллӗ пурӑнакан халӑхсем пӗр-пӗрин культурине витӗм кӳнине палӑртаҫҫӗ. Йӑла-йӗрке, ҫи-пуҫ, тӗн тата ытти кӑсӑклӑ пулӑма тӗпчесе пач урӑхла илтӗнекен чӗлхере те, уйрӑмах сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе юрӑ-кӗвӗре, пӗрпеклӗхсем тупнӑ. Ҫакӑ, паллах, пирӗн несӗлсенченех юлнӑ туслӑха ҫирӗплетет.

Тӗрӗ ӑсталӑхӗ, ташӑ-кӗвӗпе юрӑ-ҫемӗ тата ытти йӑла-йӗрке пуянлӑхӗ те тӗпчевҫӗсемшӗн кӑсӑклӑ. Ученӑйсем хӑйсен ӗҫӗсемпе тӗрлӗ секцири ларусенче паллаштарчӗҫ. Аваллӑх шыравҫисем, сӑмахран, вӑтам ӗмӗрсенчи вил тӑприсене тӗпчесе те йӑлари пӗрпеклӗх сахал мар тупнӑ. Докладсенче туй, ӗҫкӗ-ҫикӗ, халӑхӑн тӗнчекурӑмне палӑртакан ытти уйрӑмлӑхсене те ҫутатнӑ.

Кӳршӗ халӑхсен пӗр-пӗрин историне пӗлмеллех. Икӗ республикӑри паллӑ институтсен тӗпчевӗсем ҫак ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулмалла.

Наукӑпа практика конференцийӗ Муркаш районӗнчен Мари республикине куҫрӗ. Пухӑннисем ҫак евӗр тӗл пулусене малашне те йӗркелеме палӑртрӗҫ.