Версия сайта для слабовидящих

16 июня 2019 11:41   18°   $64.43 €72.70

21.05.2019 09:39

Академи драма театрӗнче революцичченхи чӑваш ялӗн пурнӑҫне сӑнлакан спектакль лартнӑ

Чӑваш академи театрӗнче сезон вӗҫленнӗ май ҫӗнӗ хайлав хатӗрленӗ: наци драматургийӗн классикӗн Пётр Осиповӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ "Сурхури сӑри" спектакль. Премьерӑн тӗп репетицинче пирӗн корреспондент Александр Осипов пулса курчӗ.

Александр Осипов, Антон Семёнов

Пётр Осипов драматург, театрӑн пӗрремӗш актёрӗсенчен пӗри ҫуралнӑранпа кӗҫех 120 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ пулӑма театрта ҫӗнӗ ӗҫпе кӗтсе илесшӗн. Ҫавах та премьера юбилейпе кӑна ҫыхӑнман, терӗҫ спектакль хатӗрлекенсем. Ҫамрӑк актёрсем авалхи чӑваш характерне калӑпласшӑн, ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлама вӗренесшӗн. Чӑнах та, ҫав тери паха туртӑма артистсем чуна парса пурнӑҫлани куҫкӗрет. Пьесӑра пулса иртекен пӑтӑрмахсем 1917 ҫулхи революци саманипе ҫыхӑннӑ пулсан та, тӗп вырӑнта чӑваш ялӗнчи ҫынсен хутшӑнӑвӗсем. Унӑн жанрне "детективлӑ триллер" теме те пулӗ.

Наталья Сергеева режиссёр хӑйӗн репертуар списокне халиччен пулман, ку таранччен курман япаласемпе пуянлатма тӑрӑшать. Нумаях пулмасть вӑл Юрий Скворцов кӗнеки тӑрӑх хатӗрленӗ пьесӑпа хӑйне евӗрлӗ спектакле куракансем хавхаланса йышӑннӑччӗ. Кунсӑр пуҫне 1917 ҫулхи революци тем тесен те халӑх историнче, чӑваш чунӗсенче ҫав тери тарӑн йӗр хӑварнӑ, ҫавӑнпа та ӑна манма май ҫук, тесе шутлать режиссёр.

Спектаклӗн тепӗр лайӑх енӗ - хатӗрлекенсем ӑна пурнӑҫ вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ япаласемпе пуянлатни. Сурхури йӑли авторӑн тӗп шухӑшӗ пулман, паллах. Режиссёрпа художник, композитор сюжетри вӑхӑтпа усӑ курса, халӑхӑн илемлӗ йӑлисене кӑтартма шутланӑ. Ку вара хальхи куракансемшӗн ҫав тери кӑсӑклӑ. Кун пирки вӗсемпе ирттерекен тӗл пулусенче сӑмах пӗрмаях хускалать.

Артистсем ҫав тери хавхаланса выляҫҫӗ. Райкка сӑнарне калӑпланӑ Светлана Лукиянова хӑй те асламӑшсен чӗлхе кӗввине пӗтӗм чунӗ-чӗрипе кӗрсех ларнӑ тейӗн. Ҫав тери характерлӑ Александр Петров тем тӗрлӗ сӑнар та пурнӑҫланӑ, хальхинче вылякан пуян чӑваш ун пултарулӑх списокӗнче чи пӗлтерӗшлисем шутӗнче.

Сцена питӗ илемлӗ. Вӑхӑтпа та тачӑ ҫыханнӑ, илемлӗхпе те илӗртет Наталья Зверева художник. Музыкине Лолита Чекушкина материала лайӑх пӗлсе хатӗрленӗ. Пӗр япала кӑна пӑшӑрхантарать: чӑваш юррин сассине кӑларма артистсем тӗпӗ-йӗрӗпех хӑнӑхса ҫитеймен-ха. Сурхурире ҫӗрӗ ярса, нартукан юрри юрласа юмӑҫ пӑхнин пӗлтерӗшне ӑнланаймаҫҫӗ. Академи театрӗнче паянхи куҫпа пӑхса пурнӑҫланӑ чӑн чӑваш классики хальхи ҫамрӑк куракан чунӗсене хускатса шухӑша яма пултарассине шанас килет.