Республикӑра 29-мӗш хут ҫамрӑк инспекторсен слечӗ иртрӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи "Шурӑ чулсем" лагерьте ҫамрӑк инспекторсен йӑлана кӗнӗ слечӗ иртрӗ. Унта мала тухассишӗн 27 ушкӑн ӑмӑртрӗ. Ҫӗршыври ҫакнашкал тупӑшура Чӑваш Ен чысне камсем хӳтӗлессине Леонид Петров корреспондент пӗлет.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

"Эпир хӑрушлӑхсӑр ҫул-йӗр суйлатпӑр" девиз ҫамрӑк инспекторсемшӗн тахҫанах тӗп саккун пулса тӑнӑ. Республика шайӗнчи слетра районти ӑмӑртусенче мала тухнӑ 4-мӗш класс ачисем тӗл пулчӗҫ. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра ҫамрӑк инспекторсен 300 ытла ушкӑнне йӗркеленӗ. Юхӑм 4 пин ачана пӗрлештерет. Вӗсенчен чылайӑшӗ тӗрлӗ конкурса хутшӑнса пиҫӗхнӗ. "Хӑрушлӑхсӑр урапа" слет пирӗн республикӑра 29-мӗш хут иртрӗ. Ӑна Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн Чӑваш Енри Управленийӗпе Вӗренӳ министерстви йӗркеленӗ. Икӗ кун пынӑ тупӑшура ачасем тӗрлӗ номинацире вӑй виҫрӗҫ: теори, велохула, велосипедпа хӑнӑхтарусем тӑвасси, пултарулӑх конкурсӗ тата медицина пулӑшӑвӗ парасси. Ҫӗнтерӳҫӗсене ушкӑнпа кӑна мар, уйрӑммӑн та палӑртрӗҫ.

"Велохула" номинацире Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем мала тухрӗҫ. 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсенче - Канаш районӗнчи Вӑрманкас Ухман шкулӗпе тӗп хулари 54-мӗш вӑтам шкул. Велосипедпа тӗрлӗ хӑнӑхтару тӑвас енӗпе те ӑҫӑмҫырмисем ҫӗнтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех Етӗрне районӗнчи туриачаксемпе тӑвайсем маттур пулчӗҫ.

ОБЖ пӗлӗвӗнче Кивӗ Вӑрмар шкулӗнче вӗренекенсемпе муркашсене хыҫа хӑварса сӗнтӗрвӑррисем мала тухрӗҫ. Пултарулӑх конкурсӗнче каллех аҫӑмҫырмисем палӑрчӗҫ. Слет пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх 3-мӗш вырӑн Муркашри вӑтам шкул ушкӑнӗ йышӑнчӗ. Иккӗмӗшне кил хуҫисем - сӗнтӗрвӑррисем. Пӗрремӗшсем - Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне 7 хут хӳтӗленӗ Аҫӑмҫырми шкулӗнче вӗренекенсем. Ачасен пӗлӗвӗ ҫулсерен ӳссе пынине палӑртаҫҫӗ аслисем.

Вӑрнарсен ку тупӑшури опыт пуян пулин те, вӗсем вӗҫне ҫитичченех ҫӗнтерӗве ӗненмен.

Аса илтеретпӗр, ку таранччен Аҫӑмҫырми шкулӗнче вӗренекенсем Чӑваш Ен чысне Тюменьте, Ханты-Мансире, Мускав хулипе облаҫӗнче, Владивостокра, Чӗмпӗрте хӳтӗленӗ. Халӗ вӗсене кӳршӗ республикӑра пулакан Раҫҫейри тупӑшура ӑнӑҫу сунмалли кӑна юлать.