Ӳнер музейӗнче Гайнутдинов художниксен ҫемйин куравӗ уҫӑлчӗ

Тӗрлӗ мелпе хатӗрленӗ картинӑсем, сӑн ӳкерчӗксем, кӗнекесем. Ӳнер музейӗнче Гайнутдинов художниксен ҫемйин куравӗ уҫӑлчӗ. Унта тӑратнӑ ӗҫсене пурне те Геннадий Айхи поэта халалланӑ.

Екатерина Фомина, Наталья Егорова, Виктор Степанов

Гайнутдиновсен ҫемйи Геннадий Айхипе туслӑ пулнӑ. Шупашкара килсен те вӑл час-часах вӗсем патӗнче ҫӗр каҫнӑ. Джалиль Гайнутдинов Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине асӑнса "Сила света" курав йӗркелеме шут тытнӑ. Ун урлӑ Айхи поэзийӗн тӗп хӑвачӗсене кӑтартас терӗмӗр, тет вӑл.

Гайнутдиновсен ҫемйин пултарулӑхӗ анлӑ. Кил хуҫи Джалиль сӑрӑ ӑсти, ҫавӑн пекех кӗнеке кӑларас тӗлӗшпе те тимлет. Светлана мӑшӑрӗ пир ҫинче ӳкерме килӗштерет. Унсӑр пуҫне вӑл кӗпе тум-тир ҫӗлет. Юлакан пир-авӑр татӑкӗсене кӑларса пӑрахмасть. Вӗсенчен картинӑсем ӑсталать.

Хӑй вӑхӑтӗнче Геннадий Айхи Светлана Ивановна пултарулӑхне халалласа сӑвӑсен ярӑмне ҫырма ӗмӗтленнӗ, анчах ӗлкӗреймен. Гайнутдиновсен ачисем те ашшӗ-амӑшӗн ҫулне суйланӑ. Халиль ывӑлӗ фотограф тата вӑл плакат ӳкерме ӑста. Светлана хӗрӗ- дизайнер. Куравра вӗсен ӗҫӗсемпе те паллашма пулать. Сӑмах май, экспозици Ӳнер музейӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пулӗ.