Асамлӑ туйӑм ҫиҫет унра

Паллӑ актёр, театр деятелӗ, Раҫҫей тата Чӑваш халӑх артисчӗ Николай Григорьев 80 ҫул тултарчӗ. Юбилее халалласа Чӑваш академи драма театрӗнче пысак уяв иртрӗ.

Александр Осипов, Михаил Солин

Театр пултарулӑхӗнче, халӑхра актёр хӑйӗн чи ӑнӑҫлӑ сӑнарӗсемпе асра юлать. Николай Григорьев тесен чӑваш академи театрӗн чаплӑ альбомӗсемпе куравӗсенчи Шекспир пьесипе лартнӑ "Ашкӑнчӑк инкесем" спектакльти сӑнӳкерчӗк тӳрех куҫ умне килет. Пурнӑҫра вара вӑл франци халӑх юмахӗсенчи Пьеро сӑнарне аса илтерет. Сӑмахпа ӑнлантарма ҫук, темле асамлӑ туйӑм ҫиҫет унтан. Лайӑх режиссёрсем ҫавна сисеҫҫӗ те чи кӑткӑс ӗҫсене явӑҫтарма васкаҫҫӗ. Шекспир пултарулӑхне Григорьев Мускавра театр институтӗнче вӗреннӗ чухнех парӑннӑ. "Ромеопа Джульетта" - тӗнче классики - вӑл вӗреннӗ чух чӑвашсен иккӗмӗш студийӗн диплом ӗҫӗ пулнӑ. Мӗн тери калӑплӑ япала тума пултарнӑ пирӗн театр, пирӗн артистсем. Хӑйӗн ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсене аса илнӗ май Шекспирсӑр пуҫне Николай Григорьев "Хӗвелсӗр", "Айтар", "Телейпе Илем" спектакльсене палӑртрӗ. Пуринче те вӑл ҫав тери вӑйлӑ характерсене калӑпланӑ.

Рольсем пирки калас пулсан, вӑл вылянӑ Володя Ульяновпа Ленин сӑнарӗсене те аса илмесӗр хӑвармалла мар. Професси енчен мӗн тери вӑйлӑ пулмалла тата мӗн тери яваплӑх чӑтмалла актёрӑн. Ку спектакльсене халӑх чӗрӗ Ленина курма ҫӳренӗ - ҫавӑнпа та пур те чаплӑ пулмалла, куракан нимле кӑлтӑка та чӑтма килӗшмен. Николай Григорьев актёр ӗҫӗпе пӗрле 20 ҫул театр директорӗнче те вӑй хунӑ. Халӗ тата ҫирӗм ҫула яхӑн Культурӑпа искусство институтӗнче пулас артистсене вӑй илме пулӑшать. Паян сцена ҫинче Николай Григорьев вӗренекенӗсен бенефисӗ тесен те ытлашши пулмӗ. Тӗрлӗ театртан, институтран пухӑннӑ вӗсем юратнӑ профессора саламлама. Вӗсенчен паллӑ актёрӑн ҫемйи те юлмасть. Ӑна вара артист ҫемйи темелле. Икӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ - мӑшӑрӗн ячӗ Нина Григорьева мӗне тӑрать - ҫакӑн пек пысӑк йыш ӳстерет. Йышлӑ мӑнуксем хушшинче пулас артист та пур пулӗ - сцена ҫине ӑмӑртса тухсах микрофон ярса тытма васкаҫҫӗ. Чӑваш театрӗнче Григорьев актёр тарӑн йӗр турӗ, ун ӗҫӗсене курса хӑнӑхмалли сахал мар вӗренекенӗсен. Директор пултарулӑхӗ ҫинчен театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев лайӑх сӑмах хушрӗ. Николай Григорьев чӑваш артисчӗсене чаплӑ гастрольсене ҫӳреме вӗрентнӗ. Пӗрремӗш хут театр ушкӑнне Мускава, Питӗре илсе ҫӳресе пин-пин чӑваш ҫыннине тӑван чӗлхепе, тӑван еткерпе, "чӑваш" ятпа мӑнаҫлантарма пултарнӑ. Тем тесен те паллӑ ҫула тӑван илем кӳрет. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ Николай Данилович. Ҫӗрпӳсем мухтанаҫҫӗ чаплӑ ентешпе - район пуҫлӑхӗпе ялти юрӑ ӑстисем таран пурте театрта.

Уявра ҫамрӑк артистсем юбиляра халалласа куракансене "Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун" спектакль парнелерӗҫ.