Етӗрнере сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем пиллӗкмӗш ҫул скандинави уттине аталантараҫҫӗ

Ҫитес вырсарникун Шупашкарта скандинави уттин 4-мӗш фестивалӗ иртет. Ӑна ҫапла майпа сывлӑха ҫирӗплетекенсен пӗтӗм тӗнчери уявне тата Атӑл кунне халаллаҫҫӗ. Фестивале Хусантан, Йошкар-Оларан тата Ярославльтен хӑнасем килсе ҫитмелле. Утса сывлӑхне ҫирӗплетекен Етӗрнери хастарсем те ҫула тухма хатӗр.

Ирина Николаева, Виктор Степанов

Иртнӗ ӗмӗр варринче Финляндири йӗлтӗрҫӗ-спортсменсем юр кайсан та патакпа ҫӳресе тренировкӑсем ирттернӗ. Халӗ скандинави утти ытларах аслӑ ҫултисен сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшать. 83 ҫула кайнӑ Василий Казанбаев чирсене тата ҫанталӑка пӑхмасӑр кашнинчех ҫула тухать.

Скандинави уттине Етӗрнере "Сывлӑх" ушкӑна ҫӳрекенсем 5 ҫул каялла пуҫарса янӑ. Физкультурӑпа спорт керменӗнче тивӗҫлӗ канурисем тренажерсем ҫинче тата шывра ишсе кӗлеткисене ҫирӗплетеҫҫӗ. Шупашкарта патак тытса утакансене куркаланӑ хыҫҫӑн, хӑйсен хулинче те ҫакӑн пек уҫӑлса ҫӳреме шутланӑ. Тӗррӗссипе, Етӗрнере те ку таранччен скандинави уттине кӑмӑллакан пӗр-икӗ ҫын пулнӑ, анчах иртен-ҫӳрен "йӗлтӗр манса юлнӑ" тесе шӳтленӗрен вӗсем тӗттӗмленсен ҫеҫ уҫӑлса ҫӳренӗ. 2014-мӗш ҫулхи кӗркунне вара йышпа тухнӑ. Тӗрӗс мӗнле утмаллине интернетра курса вӗреннӗ. Кӗҫех ҫакӑн уссине туйса илнине каласа парать хулара ҫак хӑнӑхтарусене йӗркелесе яркансенчен пӗри, республикӑн тава тивӗҫлӗ врачӗ Вениамин Вишневский.

Етӗрне хулинче халӗ 100 ытла ҫын скандинави уттине кӑмӑллать. Вӗсем 3 ушкӑна пайланнӑ: пӗрисем хула илемӗпе киленсе ҫуреҫҫӗ, теприсем - Сӑр юханшывӗпе, ыттисем вӑрманти уҫӑ сывлӑша юратаҫҫӗ. Чи хастаррисем шӑматкун та ҫан-ҫурӑма ҫирӗплеме пуҫтарӑнаҫҫӗ. Урамра шартлама сивӗ е шӑрӑх - ҫӑнталӑк тренировкӑран юлмалли сӑлтав мар.

77 ҫулти Людмила Лаврова - утма ҫӳрекен хӗрарӑмсенчен чи асли. Пӗрремӗш тренировкӑсене йывӑҫ туяпа тухнине ас тӑвать, халӗ ятарлӑ патаксем туяннӑ. Операци хыҫҫӑн сывлӑхне ҫапла майпа ҫирӗплетет.

Тивӗҫлӗ канурисенчен ҫамрӑкраххисем те юласшӑн мар, ӗҫ хыҫҫӑн патаксемпе уҫӑлса ҫӳреме тухаҫҫӗ. Етӗрне хулинче пурӑнакансен тӗслӗхӗпе ял ҫыннисем те хавхаланнӑ, тӗрлӗ ҫӗрте скандинави уттине кӑмӑллакансене курма пулать.

Етӗрнесем Шупашкарта иртекен скандинави уттин фестивалӗсене сиктермесӗр тенӗ пек хутшӑнаҫҫӗ. Медицинӑпа спортри специалистсемпе тӗл пулса кашнинчех мӗн те пулин усӑлли вӗренсе килеҫҫӗ, хӑйсем те сывлӑха ҫирӗплетес тӗлӗшӗнчен ыттисене хавхалантаҫҫӗ.