Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳртре ҫӗр хутшӑнӑвӗсене сут урлӑ татса параҫҫӗ

Килӗшӳ тумасӑр тара панӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫынсене республикӑри Аслӑ сута ҫитернӗ. Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳртре пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки Леонид Петров корреспондент каласа кӑтартать.

Леонид Петров, Семен Антонов

Ял ҫумӗнчи уйра халӗ симӗс калча ешерет. Темиҫе ҫул каялла кунта 44 ҫынна пай ҫӗрӗсем уйӑрса панӑ. Хӑшӗ-пӗри лаптӑкӗсене хӑйсен вӑйӗпе тирпейлеме килӗшнӗ, ыттисем вара пайсене "Родина" хуҫалӑха тара панӑ. Ҫакӑншӑн предприяти ҫынсене тырӑпа тивӗҫтернӗ. Кун пекки ытти районсенче те тӗл пулать. Ял хуҫалӑх надзорӗнчи специалистсем иртнӗ кӗркунне тӗрӗслевпе килсен, ҫӗр хуҫисемшӗн кӗтменлӗх сиксе тухнӑ. Вӗсен лаптӑкӗсем ҫинче хыт-хура кашласа ларать, иккен. Паллах, инспекторсем ҫӗр камӑн пулнипе кӑсӑкланнӑ. Пайҫӑсем пурлӑха тара панине ӗнентерме тытӑнна, анчах хӑйсен ҫакна ҫирӗплетекен пӗр документ та пулман. Ҫавӑнпа яваплӑхӗ вӗсенех пырса тивнӗ.

Пӑтӑрмах ҫакӑнпа вӗҫленмен. Ял ҫыннисем инспекторсем палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне ҫӗре сухалас тесе Людмила Краснова фермер патне ҫул тытнӑ.

Халӗ вара ҫӗре йӗркене кӗртнӗ хыҫҫӑн ял ҫыннисем лаптӑксемпе хӑйсемех усӑ курассине пӗлтернӗ. Фермер тӳснӗ тӑкаксене те саплаштарма килӗшмен. Унӑн ирӗксӗрех сута кайма тивнӗ.

Ҫӗнӗахпӳртсен тӗслӗхӗ пурлӑх хутшӑнӑвӗсене саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелемеллине, унтан та ытларах ҫынлӑх тӗп вырӑнта пулмаллине кӑтартать. Сӑмах май, Ял хуҫалӑх надзорӗн республикӑри Управленине иртнӗ ҫул 120 ытла ҫӑхав килнӗ. Вӗсенче ҫӗрпе тӗллевлӗ усӑ курманни, уйсене сиенлӗ хутӑшсемпе им-ҫамлани, лаптӑкӗсене строительство материалӗсемпе тултарни ҫинчен пӗлтернӗ.