Ҫынсен хастарлӑхӗ тата уйрӑм счет уҫни пулӑшнӑ


Кӗтнӗ самант тинех ҫитнӗ. Шупашкарти нумай хутлӑ 2 ҫуртра лифтсене улӑштарнӑ. Ҫӗнӗлӗхе хаклама ӗлкӗрнӗ хула ҫыннисемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ тӗл пулчӗ.

Надежда Александрова, Валентина Алексеева, Семен Антонов

Эльмен урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пурӑнакансем темиҫе эрне лифтпа усӑ курайман. Ҫакӑншӑн вӗсем савӑннӑ тесен те юрать. Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ лифт вырнаҫтарнӑ. Кивви час-часах ҫӗмӗрӗлнӗ, унӑн срокӗ те тухнӑ.
Ҫӗнӗ лифтпа тивӗҫтернинче ҫуртра пурӑнакансен тӳпи те пысӑк. Вӗсем ӑна туянма укҫа республикӑн тӗп юсав фондӗнче мар, ятарлӑ счет ҫине пуҫтарма килӗшнӗ. Кун пек туни меллӗ - кашни пус ӑҫта тӑккаланни курӑнать. Хӑпарса анмалли ҫӗнӗ хатӗр миллион ытла тенкӗ тӑрать. Ӑна пайӑн-пайӑн тӳлесе татмалла пулать.

Кӑнтӑр - хӗвеланӑҫ районӗ хӑй вӑхӑтӗнче питӗ анлӑн ҫӗкленнӗ. Кунти ҫуртсенчен ытларахӑшӗ пӗр вӑхӑталла тунисем. Ҫакна вӗсен сӑн-сӑпчӗ пӗрешкел пулни те ҫирӗплетет. Лифтсем сахалтан та 30 ҫул ытла ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем кивелнипе час-час ҫӗмӗрлеҫҫӗ. Пурне те харӑс улӑштарма май ҫук. Ӗҫе ҫынсен хастарлӑхӗ тата укҫа пуҫтарма уйрӑм счет уҫни хӑвӑртлатма пултарать. Эльмен урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пурӑнакансен 90 проценчӗ тӗп юсавшӑн вӑхӑтра тӳлет. Ҫавна пулах кунта халӗ ҫӗнӗ лифтпа усӑ кураҫҫӗ, ҫывӑх вӑхӑтра вара ҫурт тӑррине ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ.