23 мая 2019 18:28   14°   $64.42 €71.84

16.05.2019 09:29

Ял хуҫалӑх надзорӗнчи специалистсем сутакан йывӑҫ-тӗмсене тӗрӗслеҫҫӗ

Кашни ҫулах ҫак тапхӑрта йывӑҫ тӗммисем сутса тупӑш тӑвакан усламҫӑсен шучӗ ӳсет. Туянакансем те хунавсене черет тӑрсах суйлаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче лартнӑ йывӑҫӑн чӗрӗлес шанчӑкӗ пысӑк-и тата ӑна туяниччен мӗн шута илмелле? Ку ыйтусен хуравне Леонид Петров корреспондент специалистсенчен ыйтса пӗлчӗ.

Леонид Петров, Семен Антонов

Ял хуҫалӑх надзорӗнчи специалистсем йывӑҫ лартмалли тапхӑрта тӑтӑшах пасарсемпе суту-илӳ вырӑнӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри Трактор тӑвакансен культура керменӗ ҫумӗнчи лаптӑк пулчӗ. Сутуҫӑ инспектора Чулхуларан килнине, хунавсене унти питомникрех ӳстернине пӗлтерчӗ. Ӳкерчӗксем ҫинче темӗн тӗрлӗ груша, хурлӑхан, панулми. Хуҫи сӑмахпа кӑна ӗнентернӗрен, ӳссен ҫак йывӑҫсем мӗнле тухӑҫ парасси питӗ шухӑшлаттарать. Унсӑр пуҫне паллӑ мар тӗмсем чирлӗ пулма, ыттисене ертме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех час-час пахчара хӑнкӑла сарӑлать. Ҫавӑнпа та усламҫӑсенчен хунавсем тӗрӗслев витӗр тухнине ҫирӗплетекен документсене ыйтма именсе тӑмалла мар.

Сутуҫӑ ҫумӗнче шӑпах йывӑҫсен сортне ҫирӗплетекен хутсем пулмарӗҫ. Куншӑн усламҫӑна административлӑ штраф кӗтет.

Унтан инспекторсем Патӑрьелти питомнике ҫул тытрӗҫ. Ку хуҫалӑх ҫӗршыв шайӗнче ӗҫлет. Кунта улмуҫҫи кӑна 120 сорт. Специалистсем хунавсене эрне каяллах сутма пӑрахнине пӗлтерчӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхра ҫитес ҫул валли тӗмсем хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ.

Сутлӑха икӗ ҫулти хунавсем каяҫҫӗ. Кӗркуннепе ҫуркунне вӗсене республикӑн тӗрлӗ кӗтесне, Мускава, Питӗре, Самар, Чулхула тӑрӑхӗсене, Тутарстана ӑсатаҫҫӗ.