Республикӑри симӗс калчана пӑрҫа тапӑннӑ

Ҫĕр ĕçченĕсен çу каçипе пĕр канăç та çук. Пысăк тухăç илес тесен, нумай тăрăшмалла. Хăш-пĕр хуçалăхсен уй-хирне халĕ пăрçа тапăннă. Сикекен кăпшанкă калчана мĕнле сиен кÿме пултарас пирки – сюжетра.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Раççей ял хуçалăх центрĕн агрономĕсем сиен кÿрекен кашни хурт-кăпшанка шута илеççĕ. Кăçал пăрçа уйрăмах нумай. Çак кунсенче çанталăк шăрăх тăни вĕсене лайăх ĕрчеме май панă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев фермер пин ытла гектар тĕш тырă акса хăварнă. «Кăçал кĕрхисем начар хĕл каçнипе ĕçĕ те, тăкакĕ те ытларах пулчĕ» - тет вăл. Пĕтнĕ 450 гектар вырăнне халĕ çурхисем йышăнаççĕ. Шăтса тухнă калчана Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем пахаларĕç.

Специалистсем республикăри нумай хуçалăхра çакнашкал лару-тăру пулнине палăртаççĕ. «Сувар-2» предприятин урпа уйне те тĕрĕслерĕç вĕсем. Кунта акнă чухне вăрлăха инсектицидпа имçамланă. Çавна май пăрçа курăнсах каймарĕ.

Сиенлĕ хурт-кăпшанка хирĕç ăна асăрхасан çийĕнчех кĕрешме пуçламалла. Халĕ пăрçа çăмарта хурса хăварма пултарать.
Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем анасене тĕрĕслесех тăмаллине асилтереççĕ. Тыр-пулăн тăшман нумай. Вĕсене вăхăтра пĕтермесен лайăх тухăç илме йывăр пулĕ.