Пултаруллӑ ҫамрӑксене май килнӗ таран пулӑшӗҫ

Вӗсем республикипе кӑна мар, Раҫҫейӗпе те чи лайӑххисен йышӗнче. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче шкул ачисен ҫӗршыв шайӗнчи олимпиадӑсен призерӗсемпе тата вӗсен вӗрентекенӗсемпе тӗл пулчӗ.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров

Ҫулсерен республикӑри 30 пин ача тӗрлӗ шайри олимпиадӑсене хутшӑнать. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗпе Чӑваш Ен тӑтӑшах ҫӗршыври чи лайӑх 20 регион йышӗнче. Кӑҫал Раҫҫейри тупӑшу ҫӗнтерӳҫи пӗрре кӑна - Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти вӑтам шкулта вӗренекен Данил Трофимов. Вӑл физкультура предмечӗпе мала тухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗне вӗрентекен Олег Осиповӑн хӑйӗн ӑнӑҫу вӑрттӑнлӑхӗ.
14 ача вара тӗрлӗ олимпиада призерӗсем пулнӑ. Пухӑннисене Михаил Игнатьев республика чысне тивӗҫлӗ хӳтӗленӗшӗн тав турӗ. Малашне те ӑнӑҫу сунчӗ. Раҫҫей шайӗнче палӑрнисен йышӗнче ытларах тӗрлӗ хулари хӗрсемпе каччӑсем. Кирилл Степанов вара Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнче вӗренет. Вӑл та физкультура предмечӗпе призер пулнӑ.

Диана Кавказова Шупашкарти 1-мӗш гимназире 8-мӗш класра пӗлӳ илет. Хӗр ОБЖ предметне юратать. Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑра малтисенчен пӗри пулма ӑна вӗрентекенӗ Владимир Пыркин нумай пулӑшнӑ.

Тӗл пулӑва республикӑри аслӑ шкулсен ректорӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫак пултаруллӑ ачасене хӑйсем патне вӗренме илес кӑмӑл пуррине пытармарӗҫ. Математикӑпа икӗ призер хатӗрленӗ Елена Сенькова республикӑри пултаруллӑ ачасене аталантармалли центр тумаллине каларӗ. Вӑл ҫавӑн пекех Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑсене хутшанакансем валли ятарлӑ тум кирлине те палӑртрӗ. Тӗл пулура пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫулталӑк вӗҫӗнче Чӑваш Енре Раҫҫейри "Сириус" центрӑн регионти уйрӑмӗ уҫӑлмалла. Унта хӗрсемпе каччӑсем хӑйсен ӑсталӑхне наука енӗпе те, пултарулӑх енӗпе те туптама пултарӗҫ.