23 мая 2019 17:38   14°   $64.42 €71.84

15.05.2019 09:24

Шупашкарта сусӑр ачасен фестивалӗ иртрӗ

Сывлӑхӗ хавшак пулин те вӗсем ыттисемпе танах вӗренесшӗн, тантӑшӗсенчен юлмасӑр аталанасшӑн. Куҫӗ курманни аллине йӗппе ҫип тытать, утайманни е хӑлхи илтменни сцена ҫине тухать. Шупашкарти 59-мӗш шкула республикӑри интернат-шкулсенчен тата сусӑрсем пӗлӳ илекен ытти учрежденисенчен тӗрлӗ енлӗ маттур ачасем пуҫтарӑнчӗҫ. Унта "Вӗҫӗ-хӗррисӗр пултарулӑх" конкурс-фестиваль иртрӗ.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров

Инклюзивлӑ арт-фестивале Чӑваш Ен Вӗренӳ министерстви Рыбаковсен ҫемйин Ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех 2018-мӗш ҫулта 59-мӗш шкул 700 пин тенкӗ грант ҫӗнсе илни те пулӑшу кӳнӗ. Фестивале хутшӑнас текенсенчен пурӗ 200 ытла заявка килнӗ. Пуринчен ытларах - Шупашкарти сусӑр ачасем вӗренекен пӗлӳ учрежденийӗсенчен. Ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Красноармейски районӗсенчен. Фестивальтен никама та уйӑрса хӑварас темен. Ҫавӑнпа сцена ҫине пӗчӗккисем те, аслӑ классенче вӗренекенсем те тухрӗҫ. Юрлама, илемлӗ хусканусем тума, сӑвӑ илемлӗ вулама пӗлнине кӑтартрӗҫ вӗсем. Ӳкерме юратакансен, ҫыхма-тӗрлеме кӑмӑллакансен ӗҫӗсемпе вара ятарласа хатӗрленӗ куравра паллашма май пулчӗ. Шупашкарти шкул-интернатра вӗренекен Диана Васильеван куҫӗ курмасть. Анчах пӳрнепе ҫыхассипе кӑсӑкланакан хӗрача пурпӗр тӗрлӗ техникӑпа ӗҫлеме вӗренесшӗн. Нумай пулмасть регионсем хушшинче иртнӗ конкурсра мастер-класс кӑтартнӑ вӑл. Ку фестивале вара кружока ертсе пыраканӗпе килнӗ.

Тӗп хулари сусӑрсен 3-мӗш шкул-интернатӗнче вӗренекенсем те ҫакнашкал пӗр фестиваль-конкурсран та юлмаҫҫӗ. Хальхинче уява 15 хастар ачана илсе килнӗ вӗрентекенӗсем. Шалкӑм ҫапнипе аптракансен юрӑ ушкӑнӗ те пур шкулта.

"Вӗҫӗ-хӗррисӗр пултарулӑх" фестиваль конкурсра ачасен ӑсталӑхне тӗрлӗ вырӑн парса хакламарӗҫ. Кашнинех ҫӗнтерӳҫӗ пулнине палӑртакан дипломпа чысларӗҫ. Пурнӑҫра ахаль те нумай йывӑрлӑха парӑнтарнӑ ачасене ҫапла майпа хавхалантарни тӗрӗсрех пулать, терӗҫ фестиваль йӗркелӳҫисем.