23 мая 2019 18:38   14°   $64.42 €71.84

15.05.2019 09:18

Хӑйсен ӑсталӑхӗпе пурнӑҫа юратма хистеҫҫӗ

30 ҫул ытла ӗнтӗ "Ветеран" халӑх ансамблӗ аслӑ ҫулти юрӑ-ташӑ ӑстисене пӗрлештерет. Ҫавра ҫула халалласа Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура кӗрменӗнче уяв концерчӗ иртрӗ.

Елена Дмитриева, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров

Ҫак кун сцена ҫинче халӑх юррисем вырӑсла тата чӑвашла янрарӗҫ, тӗрлӗ автор хайлавӗсем шӑранчӗҫ. Ушкӑн репертуарӗнче 100 ытла произведени. Ветерансен хорӗ 1989-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ, 1994-мӗшӗнче вӑл "халӑх" ятне илнӗ. 20 ҫула яхӑн ӑна Светлана Муллина ертсе пырать. Ушкӑн пӗрре мар Раҫҫейри конкурссемпе фестивальсенче палӑрнӑ.

Ушкӑна 25 ҫын ҫӳрет. Ҫак тапхӑрта вӗсем пӗр-пӗриншӗн ҫывӑх ҫынсем пулса тӑнӑ ӗнтӗ.

Ветерансене пурне те чунтан юрлама юратни пӗрлештерет. Илемлӗ кӗвӗ-юрӑ пурнӑҫ ҫулӗпе хаваслӑн утма пулӑшать, вӑй-хӑват парать, кӑмӑл-туйӑма ҫӗклет, теҫҫӗ хора ҫӳрекенсем. Агафья Мироненко 20 ҫул ӗнтӗ сцена ҫинче. Пӗр концертра ӑна чӑваш юррисем тытканланӑ. Ун хыҫҫӑн хӑй те пултаруллӑ ушкӑнпа пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ.

77 ҫулти Августина Морозова ушкӑнра чи асли. Хора вӑл 21-мӗш ҫул ҫӳрет. Юрлама кӑмӑллаканскер ушкӑна йӑмӑкне те явӑҫтарнӑ.

Юбилей концертне хор чи лайӑх юррисене кӗртнӗ. Вӗсем паттӑрлӑх, юрату, шанчӑклӑхпа тивӗҫ пирки, чӑннипех те чуна ҫывӑх туйӑмсене ҫуратаҫҫӗ. Юрӑ-ташӑ урлӑ ветерансем ҫынсене пурнӑҫа юратма вӗрентеҫҫӗ. Ушкӑнӑн кашни концертне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнать. Ҫавӑнпа хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем куракансене пултарулӑхӗпе малашне те савӑнтарас тӗллевлӗ.