Ялти пӗртен-пӗр вӑрҫӑ ветеранӗ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 74 ҫул ҫитрӗ. Фронтра пулнӑ салтаксен йышӗ вара чаксах пырать. Паянхи куна Чӑваш Енре 500 ытла вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑнать. Вӗсенчен пӗри - Шӑмӑршӑ районӗнчи Степан Лукьянов.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Степан Федорович 1926-мӗш ҫулта Карапай Шӑмӑршӑра йышлӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Халӗ вӑл ялти пӗртен-пӗр вӑрҫӑ ветеранӗ. Ҫавӑнпах пулӗ, хӑйӗн пӗлтерӗшне ӑнланса патриотла воспитани ӗҫне хастар хутшӑнать: шкул ачисемпе тӗлпулать, ҫар ҫыннисемпе пӗрле иртекен ӗҫ-пуҫа хутшӑнать. Степан Федорович вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух 15 ҫул та тултарса ӗлкӗреймен. Хӑй пек ҫамрӑксемпе колхозра тӑрӑшнӑ: ака-суха тунӑ, тырӑ вырнӑ, вӑрман каснӑ. 43-мӗш ҫулта вӑрҫа тухса кайнӑ. Фронтра рядовой салтак тыткӑнри нимӗҫсене сыхланӑ, сутӑнчӑксемпе дезертирсене хӑваланӑ.

Тӑшман майлисене тупса палӑртсан та, явап тыттарма илсе каясси йывӑр ӗҫ пулнӑ. Хӗҫ-пӑшаллӑ тӑшман никама та хӗрхенмен.

Салтак Совет ҫарӗ йышӗнчи тӑшмансене хирӗҫ кӗрешсе тата тыткӑнри нимӗҫсене сыхласа 50-мӗш ҫулчченех ҫарта пулнӑ. Килне таврӑнсан колхозра тата шкулта ӗҫленӗ. Ялти хӗрпе ҫемье ҫавӑрнӑ, 68 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Хисеплӗ ветеран паян вӑрҫӑра тӑшман майлӑ ҫапӑҫнисем историе хӑйсене кирлӗ пек улӑштарса ҫырнӑшӑн канӑҫсӑрланать.