Ӳсекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх

Раҫҫей паттӑрне сума суса тивӗҫлӗ палӑк. Шӑмӑршӑра Чечен вӑрҫинче пуҫ хунӑ Олег Долгова асӑнса бюст уҫрӗҫ. Алексей Енейкин каласа кӑтартать.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Шӑмӑршӑсен пархатарлӑ ӗҫӗ ҫӗршыври чи мухтавлӑ уявпа пӗр килчӗ. Тӗрлӗ вӑхӑтра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ салтаксем палӑк вырнаҫтарнӑ тӗле ялти тӗп урампа стройра утса ҫитрӗҫ. Кунта Олег Долгова сума сӑвакансем республикӑран кӑна мар, Чӗмпӗрпе Самар облаҫӗсенчен тата Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсен Мускаври "Сыны отечества" юлташлӑхӗ пысӑк йышпа килнӗ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Шамкай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, унтан Самар тӑрӑхӗнчен салтака кайнӑ паттӑра чылай ҫӗрте пӗлеҫҫӗ.

Тахҫанах палӑртнӑ ӗҫе Германире хесметре тӑнӑ Совет ҫарӗн салтакӗсен пуҫарӑвӗпе иртнӗ ҫул тума пуҫланӑ. Пӗтӗмпе ҫур миллион ытла тенкӗ пухнӑ. Ҫак ӗҫре, паллах, ҫар ҫыннисемпе пӗрлех вырӑнти администрацин тӳпи пысӑк. Герой ҫуралнӑ ялта та паттӑр ятне асӑнса чылай ӗҫ тунӑ.

Палӑка Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин геройне - Виталий Урукова халалланӑ бюстпа чиркӳ ҫумӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӑна уҫма пухӑннӑ хӑнасен йышӗнче Олег Долговӑн аякра тӗпленнӗ тӑванӗсем пулчӗҫ. Паттӑрӑн ашшӗ-амӑшӗ, шел пулин те, ҫак куна кӗтсе илеймен.

Олег Долгов Самара облаҫӗнче те пысӑк хисепре. Ун ячӗпе Тольяттири 48-мӗш гимнази, Луначарски поселокӗнче урам хисепленет. Халӗ ҫак вырӑн та Чӑваш ачисене патриотла воспитани пама пулӑшакан лаптӑк пулӗ.

Ҫывӑх вӑхӑтра шӑмӑршӑсем палӑк таврашне илемлетме пуҫлӗҫ: чечексем, тӗмсем лартӗҫ. Сӑваплӑ ҫӗр хӑйне евӗрлӗ асӑнупа кану вырӑнӗ пулӗ.