Чупма юратакансене "Симӗс марафона" йыхравлаҫҫӗ

Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче Мускав ҫыранлӑхӗнче иртӗ. Акцие пирӗн телерадиокомпани йӗркелеме пулӑшать. Спорт уявне пӗччен хатӗрленме кичем пулсан, кӑмӑл тӑвакансене ятарлӑ ушкӑна чӗнеҫҫӗ.

Елена Дмитриева, Вероника Павлова, Семен Антонов

"Чеб Ран" клуб республикӑра икӗ ҫул каялла ӗҫлеме пуҫланӑ. "Пысӑк хуласенче ҫакӑн пек пӗрлешӳсем анлӑ сарӑлнӑ, ҫавӑнпа та Шупашкарта та сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене пӗрле пухма шутларӑмӑр", - каласа парать клуб ертӳҫи Василий Трофимов. Чупма юратакан пирӗн хулара та йышлӑ иккен.

Ушкӑнра тухтӑрсем, менеджерсем, сутуҫӑсем, консультантсем - тӗрлӗ тытӑмра тӑрӑшакансем. Вӗсем ӗҫ хыҫҫӑн костюмсене хаваспах спорт тумӗпе улӑштараҫҫӗ. Эрнере виҫӗ хут - тунтикун, юнкун, эрнекун тренировкӑсене пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ушкӑна лекес тесен чупма юратни кӑна кирлӗ, тет Василий Трофимов. Лариса Николаева хӑйӗн юратнӑ тӑватӑ ураллӑ тусӗпе тренировкӑсене ҫӳрет. Старта вӗсем пӗрле тухаҫҫӗ, анчах та финиша тӗрлӗрен ҫитеҫҫӗ.

Халӗ спортсменсем Сбербанк ирттерекен "Симӗс марафона" хатӗрленеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта клубран 10 ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал хастарсен шучӗ нумайрах пулмалла. Марафонра 10 ҫухрӑм хыҫа хӑвармалла. Старта тин ҫеҫ чупма пуҫланӑ спортсменсем те тухма пултараҫҫӗ. Вӗсем валли уйрӑм дистанци палӑртнӑ. 4 ҫухрӑма кашни парӑнтарма пултарать, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Анчах та сывлӑха сиен кӳрес мар тесен хатӗрленмелле - кунсерен 10-15 минут чупмалла.

Сӑмах май, greenmarathon.ru сайтра заявкӑсем хаварнӑ тата чупма килнӗ малтанхи пин ҫынна йӗркелӳҫӗсем парнесем парӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем хӑйсен пӗрремӗш марафонне ҫитес канмалли кунах хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чупусем кашни шӑмат кун ирхи 9 сехетре Мускав ҫыранлӑхӗнче иртеҫҫӗ. Вӗсене "Parkrun" юхӑм йӗркелет. Вӑл сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене пӗтӗм тӗнчипе пӗрлештерет.