Ҫурхи культурӑсене 119 пин гектар акнӑ ӗнтӗ, ку вӑл палӑртнин 63 ытла проценчӗ. Ҫӗр улми, пахча-ҫимӗҫ лартас тӗлӗшпе те тимлеҫҫӗ хуҫалӑхсем. Уй-хирти лару-тӑрупа Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев паллашрӗ.
Екатерина Фомина, Валерий Резюков
Шупашкар районӗнчи "Прогресс" хуҫалӑх уй-хирӗнче техника шавӗ пӗр самантлӑха та лӑпланмасть. Ҫурхи культурӑсене паян-ыран акса пӗтересшӗн. Кӑҫал кунта усӑ курман 40 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Вӑл лаптӑка тулӑ йышӑнать. Хуҫалӑх ятарласа элита вӑрлӑх туяннӑ.
Пӗрисем акана вӗҫлеҫҫӗ пулсан, теприсем хире тухма васкамаҫҫӗ. Шупашкар районӗнче "Приволжское" пӗрлешӳре, сӑмахран, халӗ те акма пуҫламан. Республика ертӳҫи кашни ӗҫӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ пуррине асархаттарчӗ.
Вӑрнар районӗнче вара Михаил Игнатьев кӗрхи тулӑ анисене пахаларӗ. Аш-какай комбиначӗн директорӗ Николай Аливанов пӗлтернӗ тӑрӑх, 2450 гектартан 35-шӗ кӑна хӗл лайӑх каҫнӑ. Пӗтнӗ лаптӑксем ҫинче халӗ куккурус тата урпа акаҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫал хуҫалӑх куккурус валли 2500 гектар уйӑрнӑ. Пӗлтӗрхинчен пин гектар нумайрах. Выльӑх пуҫне ӳстерсе пынине кура апат та ытларах кирлӗ.
Йӗпреҫ районӗн уй-хирӗнче те ӗҫ вӗресе тӑрать. "Пионер" агрофирма ака тӗлне ҫӗнӗ агрегатсемпе пуянланнӑ. Хӑватла техникӑпа ӗҫ хӑвӑртрах та лайӑхрах пулса пырать. Хуҫалӑх ҫӗнӗ культурӑсем туса илессине те тимлӗх уйӑрать. Кӑҫал рапс, горчица, илепер курӑкӗ акса хӑварнӑ.
Тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене районта 6 пин гектар акса хӑвармалла. Тепӗр виҫӗ пин ытла гектар кӗрхисем йышӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр уйра вӗсем вырӑнне халӗ ҫурхисем акма тивет, - теҫҫӗ хуҫалӑх ертӳҫисем.
Михаил Игнатьев ҫӗр улми туса илекен предприятисене те ҫитсе курчӗ. Елчӗк районӗнчи "Слава картофелю" агрофирмӑн "иккӗмӗш ҫӑкӑр" 250 гектар ҫинче пулӗ. Районӗпе вара 570 гектар.
Ҫӳл ҫуреве пӗтӗмлетнӗ май, Республика Пуҫлӑхӗ ял хуҫалӑхӗ аталаннине, предприятисем ҫӗнӗ технологисене алла илсе пынине палӑртрӗ. Ҫӗре юратса ӗҫлесен тупӑшӗ те, тухӑҫӗ те пулатех, - терӗ вӑл.